Шырав: çаклат
Чăвашла-вырăсла словарь (1982)
1.
цеплять, зацеплять, задевать
арканпа çаклат — захлестнуть арканом, набросить аркан
çекĕлрен çаклат — зацепить за крюк
урапа çаклатса ӳкер — дать подножку
çаклатса яр —
1) прицепить
трактăр хыçне виçĕ сеялка çаклатса яна — к трактору прицепили три сеялки
2) привесить, подвесить
лампăна çаклатса яр — подвесить лампу
2.
запирать, закрывать на запор
защелкивать
шалтан çаклат — запереть изнутри
алăка çаклатса хунă — дверь закрыта на запор
3.
хватать, цапать
вонзать (когти)
кушак алăка чĕрнипе çаклатса туртать — кошка царапает дверь когтями
4.
застегивать
кĕрĕк тӳмисене çаклат — застегнуть шубу на все пуговицы
5.
подхватывать, брать под руку
хулран çаклатса ут — идти под ручку
6.
накидывать, набрасывать
надевать
галстук çаклатса яр — нацепить галстук
7. разг.
украсть, стащить
укçа çаклат — украсть деньги
çаклатса кай — стащить, стянуть
8. разг.
заиметь, заполучить
алла çаклат — захватить, прибрать к рукам
вăл хӳхĕм хваттер çаклатнă — он заполучил прекрасную квартиру
9.
получать, наживать
чир çаклат — подцепить болезнь
Чăвашла-вырăсла словарь (1919)
задеть
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
зацепить, задеть. N. Хапха юпине ан çаклат. Ib. Эпĕ ăна туяпа уринчен çаклатса ӳкертĕм (уронил). N. Хайхи çын мунчалине салатса çав çеклĕрен çаклатрĕ, тет те, пăяв явма пуçларĕ, тет. || Запереть на крючок. || Захлеснуть. Скотолеч. 6. Вĕрен вĕçне пысăк йăлă туса çыхмалла та, çав йăлăна лаша мăйне тăхăнтарас пулать, вĕренĕн тепĕр вĕçне, лашанăн кайри урисем хушшипе кăларса, кайри ури пакăлчакĕнчен (сыппинчен) çаклатса илес пулать, унтан вĕрен вĕçне лаша мăйĕнчи йăлăран çаклатса туртса çыхас пулать. || Пришивать. Календ. 1907. Посылкă çумне тата „сопроводительный бланк“ тиекен хут çаклатса параççĕ. || Набрать. Çутт. 31. Урисемпе пылчăк çаклатса кĕрсе урайне варалатьчĕ. || Заполучить. ППТ. Пĕчĕккисем çăмартана кушиле хăйсен аллисене епле-те-пулин çаклатаççĕ те, чикке, çăмарта çинĕ çĕре, каясшĕн хастарланаççĕ. N. Пăхăр-ха, хайхи еплине çаклатнă (напр., девицу или вещь). || Украсть, свиснуть, хапнуть. Кн. для чт. 8З. Тепĕр хут хай Йăкăнат хуçанне пилĕк пус мар, тенкĕ çаклатнă. Анчах тенкĕ те нумаях пыман. Якейк. Çаклатмасăр он ончоль окçа штан топас-ка, конешнă çаклатнă. Ib. Ку, ача, плотнă çаклатнă полмалла, пĕр хĕлте арман тăратса лартрĕ.