1.
рожать
ача çуратмалли çурт — родильный дом
йĕкĕреш çурат — родить двойню
вăл çичĕ ача çуратса ӳстернĕ — она родила и воспитала семерых детей
2. перен.
зарождать, порождать
шанчăк çурат — зародить надежду
Пĕр сăваплă сăмах çĕр те пĕр шухăш çуратать. — посл. Мудрое слово порождает сто мыслей.
родить; атте-анне пире хĕр çуратать – отец мать родят нас девушками.
199 стр.
, çорат, (с’урат, с’орат), родить. Г. А. Отрыв. Апай хĕрĕх çулта мана çуратнă (в возрасте 40 лет). Слакбаш. Çуратнă — тăратнă, çуламан, типĕтмен (о человеке неуклюжем, грубом, неотесанном). Буин. Виле çуратнă (родила мертвого). Ачи вилĕ пулнă. Ача пăрахнă. N. Инке ача çуратрĕ, ывăл турĕ, Митри ятлă пулчĕ. Б. Хирлепы. † Пирĕн апи пит лайăх, çупа çуса çуратать, тĕкпе шăлса тăратать. N. Матку ача çуратрĕ, ачи хĕр-ача, ячĕ Александра ятлă пулчĕ. N. Пит йывăр çуратрĕ. Ачач 2З. Сана та çак, ывăлăм, вăрмантах çуратса пăрахрăм. Ун чухне эпĕ куккусем патне çимĕке кайма тухнăччĕ. Регули 194. Хам çоратнă çĕре каям. Ib. 821. Вăл пырса мана çоратнă яла. ЧС. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне манăн анне ывăл-ача çуратса пачĕ. Юрк. Çул çинче, килне ларса тавăрăннă чухне, иккĕш калаçса пыраççĕ: ку начальник таврашне, калăн: этем çуратман, тесе. || Создавать, творить. С. Дув. † Çакă вăйя выляма пире анне çуратнă. Микушк. † Шурă-шурă çăмарта, тăварсăр çиме юрамасть. Чун çуратса, пӳ ӳстерсе (если родился человек и пришел в совершеннолетие), мăшăрсăр пурăнма юрамасть. К.-Кушки. Тырă-пулла çуратакан турă, назв. божества. || Родиться. Пшкрт. Эп конта çоратса. (Для чуваш др. местностей это звучит очень странно; они скажут: эп кунта çуралнă, или: эп конта çуралнă). Ib. Эс ста çоратсан (родился)? — Конта çоратсан. Ты где родился? — Я родился здесь.
усыплять. Шашкар. См. çур, çывăрат__.
тудырырга
«рождать»; çурал «рождаться»; др. тюрк., КБ, Зол. бл., тефс. XII—XIII вв., Рабг., уйг., узб., азерб., туркм., тур., ног., тат. йарат (ярат), кирг., казах. жарат «создавать», «устраивать», «творить»; кумык, ярат «рождать»; «творить»; азерб. яран, туркм. йарадыл (Алиев), тур. йаратыл, тат. йарал, казах., кирг. жарал «создаваться», «зарождаться», «возникать», «быть сотворенным, созданным».
Çавăн пекех пăхăр:
çуран тăман çуран урапа çуранлă çуранлă тăман « çурат » çуратан çураттар çурату çуркăчă çурка