ludi genus, cum pueri molam e glacie factam et in paxillum insertam versando delectantur, назв. игры (верчение ледяного жернова). Орау. Эпĕр ĕлĕк кĕркунне пăр çинче арманла выляттăмăр. Пăр пĕр шит хулăмăш пек шăннă чухне, пĕве çине пăртан пĕр аршăн тăваткалĕ пек çавраканн касса кăлараттăмăр та, ăна аял енчен пуртă сăмсипе пăркаласа шăтарса пĕр çу лупашки пек тĕпек вырăнĕ тăваттăмăр. Армань тĕпеккине пăр çине пĕр-ик кун малтан çапса кӳртсе шăнтнă патак пуçне якатса (тӳрлетсе) тăваттăмăр е пăр çине шăнса ларнă пăр катăкĕнченех тăваттăмăр. Унтан хай армана, тĕпекки çине тĕпек лупашкине тĕл туса, лартаттăмăр та, каллех арманин çиял енчен пĕр хĕрне (= хĕррине) пуртă сăмсипе шăтăк тăваттăмăр. Çав шăтăка туяна тăрăнтарса, туяпа çавăрса авăртаттăмăр. Арманĕ пĕр пек çаврака пулмасан, ăна авăртнă (çавăрнă) чухне пуртă çивĕчĕшне хирĕç тытса çавракалататтăмăр. Çап-çаврака пулсан, арманĕ, пĕре авăртса ярсан, тахçанччен (очень долго) халтăртатса авăрса ларать-чĕ. Ib. Ачасам пĕве çинче арман тăваççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
арман шывĕ арман шыва ларнă арманçă Арманкас « арманла » арматурăла арматура арматурщик арматурщица армеец