прил.
1. (ант. чёрный) шурă; белый, как снег юр пек шурă; белый голубь шурă кăвакарчăн; окрасить в белый цвет шурăпа сăрла
2. (син. белогвардейский; ант. красный) шурă (Раççейре 1917 çулта пĕтернĕ влаçшăн кĕрешекенсем çинчен) ♦ белый хлеб шурă çăкăр (тулă çăнăхĕнчен пĕçерни); белый гриб шурă кăмпа; белые пятна на карте тĕпчемен çĕрсем; на белом свете çут тĕнчере; белые стихи рифмăсăр сăвă; средь бела дня тăр кăнтăрла; шито белыми нитками тупсăмĕ кĕретех курăнать (ултавăн); принимает чёрное за белое хурапа шурра уйăраймасть
шурă; белое мясо шурă аш (пăру ашĕ, чăх ашĕ); средь бела дня тăп-тăр кăнтăрлах.
прил. 1. шурă; белый платок шурă тутăр; белый хлеб шурă çăкăр; белый медведь шурă упă; 2. çутă; белые ночи çутă каçсем (çурçĕрте); 3. шурă, контрреволюциллĕ; белая армия шурă çар; 4. в знач. сущ. белые мн. шуррисем (контрреволюционерсем); разгром белых шуррисене аркатса тăкни; 5. в знач. сущ. белые мн. этн. шурă çынсем, шурă ӳтлисем; ◇ белый билет шурă билет (çар службинчен хăтарнине ĕнентерекен хут); белое вино шупка эрех (шупка иçĕмрен туни); белая ворона шура курак (ыттисенчен пачах уйрăлса тăракан çын); белая горячка ĕçкĕпе ăсран тухни; белый гриб шур кăмпа (е масла); белое золото шурă ылтăн (çĕрмамăк); белая изба шурă пӳрт; белая кость ирон. дворянсем; белое мясо шурă аш (чăх тата пăру ашĕ); белые пятна (на карте) тĕпчесе пĕлмен вырăнсем; белый свет çут тĕнче; белые стихи рифмăсăр сăвăсем; белый уголь шурă кăмрăк (шыв энергийĕ); довести до белого каления шутсăр тарăхтар; принимать белое за чёрное хурапа шурра ан уйăр, тӳнтерле ăнлан; средь бела дня тăр-кăнтăрла; шито белыми нитками см. href='/s/нитка;'>нитка; чёрным по белому см. href='/s/чёрный'>чёрный.
Çавăн пекех пăхăр:
белоснежный белошвейка белуга белуджа « белый » бельги бельгийцы белье бельманçă бельмо