I.
1.
сила
ал-ура вăйĕ — физическая сила
ăс-хакăл вăйĕ — сила разума
вăй çемми —
1) посильный
вăй çемми ĕç — посильная работа
2) по силам
ку лав лашана шăпах вăй çемми — этот воз как раз по силам лошади
вăй çитнĕ таран — по мере сил
мĕн пур вăйран — изо всех сил
вăй хушăнать — сил становится больше
вăй кĕрет — сил становится больше
вăй çитеймерĕ — сил не хватило
вăй кĕрсе çитнĕ çын — взрослый (букв. окрепший физически) человек
вăй ил — окрепнуть, набраться сил
вăй пух — собраться с силами
вăй çитер — осилить
вăй хур — приложить силы
вăйран ӳк — ослабеть, обессилеть
вăйран тайăл — ослабеть, обессилеть
вăйран кай — ослабеть, обессилеть
вăй виç — помериться силами
вăйпа хистемелли политика — политика с позиции силы
2.
сила, энергия
силовой, энергетический
йывăрăш вăйĕ — сила тяжести
çил вăйĕ — энергия ветра
туртăм вăйă — сила притяжения
вăй единици — единица силы
вăй установкисем — энергетические установки
3.
сила
ĕç вăйĕ — рабочая сила
производителлĕ вăйсем — производительные силы
революцин тĕп вăйĕсем — движущие силы революции
çутçанталăк вăйĕсем — силы природы
халăхăн пултарулăх вăйĕсем иксĕлми нумай — творческие силы народа неиссякаемы
4.
сила, действие, действенность
сăмах вăйĕ — сила слова
саккун вăйа кĕчĕ — закон вошел в силу
ку решени вăйран тухнă ĕнтĕ — это решение уже потеряло силу
5. обычно мн.
силы
демократи вăйĕсем — демократические силы
класс вăйĕсен шайлашăвĕ — соотношение классовых сил
хĕçпăшаллă вăйсем — вооруженные силы
6.
труд
çын вăйĕпе пурăн — жить чужим трудом
ку ĕçе нумай вăй хывнă — в это дело вложено много труда
7.
достаток, материальное обеспечение
вăтам вăйпа пурăнакан çемье — семья среднего достатка
◊
куç вăйĕ — зрение
лаша вăйĕ — физ. лошадиная сила
вăй патăр! — бог в помощь! (приветствие работающим)
II.
см. вăйă
III. глаг.
1.
делать что-л. энергично, изо всех сил
вăл кунĕпе çавапа вăйрĕ — он весь день косил
çамрăксем ĕçе вăяççĕ кăна — молодежь работает энергично
2.
изнашивать (одежду, обувь)
IV.
подражание свисту при быстром движении чего-л.
чул вăй туса иртсе кайрĕ — камень со свистом пролетел мимо
мышца
вăй патăр — Бог на помочь!
вăйлă — сильный
вăйсăр — бессильный
вăйпа — силом
вăйпа туртса илнĕ — отняли силом
вăйлă çын — силач
вăйĕ вăрăм тунайăн пек — силишка, что у комаришки
вăй çитменнине ан тапăн теççĕ — не нападай на того, на кого сил не хватит
вăйран ытлашшине ан ĕçле — не берись за непосильное
вăйлан, вăйлăлан —усиливаться
вăйлăлат, вăйлат — усилить; усиливать
(вы̆j), сила; средства. Регули 326. Вăй патăр! Собр. Ку айкки, леш айкки вăй патăр. (Чӳлĕк туртни). Альш. Тапна çĕртен тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтйр. Ст. Ганьк. † Тарăн вар тăрăх çул килет, икĕ аяккипе хĕр килет; ăна, тытса, çуп-тусан, çамрăк пуçа вăй (энергия) кĕрет. N. † Кукăр-макăр çул пырат, кукăрипе хĕр пырат; ăна, тытса, чуп-тусан, çамрăк пуçа вăй кĕрет. Сала 302. Вунă пӳрне вăйĕ тан мар. (Послов. ). Истор. Кĕрешсен-кĕрешсен, Мстислав вайран сулăна пуçланă (начал выбиваться из сил). Макка 44. † Вăрăм çулпа килтĕмĕр хура-тур лаша вăйĕпе. Ала 11. Манăн киле кайма вăй çитес çук (сил не хватит), кунтах çăвăрас (= çывăрас) пулĕ. Серг. Рад. Ялан вăйпа ĕçлемелли ĕçсене ĕçленĕ (выполнял тяжелую работу). Панклеи. Карчăк патак илет те, çак хĕре поçĕнчен мĕн вăй çитессипе (насколько хватает сил) çапать. N. Вăй патăр пуса татма! Якейк. Тытрăм-турăм тотине (поцеловался), çамăрăк (siс!) Чона вăй килчĕ. Букв. 1908. Çывăрсан, ăна вăй кĕвĕ (она отдохнула). А. П. Прокоп. † Эпĕр ĕçни, эпĕр çини улт уралă хуртан вăqĕсем. КС. Вăй патăр! Бог помочь! (Отвечают: «тавах!»). Сред. Юм. Вăй патăр! Тор пôлăштăр! Ч. П. Хура сăсар (написано: «сасар» — дважды) йĕрне йĕрле-йĕрле, чикĕ чĕр-куççи вăйне эпĕ пĕтертĕм. О сохр. здор. Вăй çитменнине (непосильную работу) ĕçленĕрен. К.-Кушки. † Вăй кăларса ĕçлерĕм, вăйлă туйпа памарăн. (Хĕр-йĕрри). Сред. Юм. Вăй кĕрсе çитнĕ çын, взрослый человек. Ст. Дув. † Ӳссе çитĕнеет ар ывăлĕ, патша патне каят, вăй хурат. Сиктер. Турă, сана асăнатăп хура халăх вăйĕпе. Юрк. Чипертерех тăракан çынсене, çыру пĕлекенсене, хайсенĕн вăйĕнчен чăвашла кĕнекесем илтерсе вулаттарнă. Ib. Вăл кахал, çын вăйĕпе-кăна пурăнасшăн (хочет жить на чужой счет). Ib. Улпучĕ именине тертленсе тытса тăрат, правиччĕлĕсем ун вăйĕнчен пуйса выртаççĕ. Макка 218. Акă сана (киремети) хур паратпăр, мĕн вăй çитнипелен анчах. {{anchor|DdeLink19642142371547}} N. Вăй çитнĕ таран, но силе возможности. N. Манăн та çаc (= çиес) килет, тульккă вăй çитеймĕçт (не хватает средств). Истор. Хулăм тӳлеме вăйĕ çитейменнисем пĕрер арăмран ытла илмен. N. Ывăлĕ кăçал-кăна вăй пара пуçларĕ (= пулăша пуçларĕ). || Ущерб. Риккошкăнь-Янасал. † Стаккан çутă тийиса (= тиеесе), тĕп корниччен ĕçес мар, хуçине вăях тăвас мар. См. вуй, вый, вой.
(вы̆j), поднимать (через силу) тяжесть; работать сильно; тащить (тяжелую ношу). Альш. Кукша алăка вăйса кăларат. Ib. Вăл кирек мĕн япала тума тытăнсан та, вăят-кăна (здорово работает; е оттенком подъема). Хире кайрĕ те, пĕр çĕклем утă вайса килчĕ (припёр). Вăрмана карĕ те, пĕр лав вутă вăйса килчĕ (припёр на лошади). Ib. Тырра вăят-кăна. Здорово жнет. Орау. Вăй, вăй! мĕн тăратăн тата пăхса? Тащи, тащи! [т. е. неси на себе, или: вези (сам)]. СТИК. Ахтар, епле вăйса килет ĕнтĕ! (много тащит). Ib. Нуккă, вăяйăн-а çакна! (поднимешь-ли?). N. Пăх-ха, вăйса хучĕ! (навалил). || Износить. Сред. Юм. Кô ачапча çине-пуçне нимпе те питĕрсе çитереймĕн: тин-çиç çĕн кĕпе тăхăнтартăм, тавна вăйса та кăларнă (износил). || Орау. Паян вăйса пĕтеримаçть ĕнтĕ! Ну, уж сегодня никак высраться не может! (напр., лошадь во время аштарни).
то же, что вăйă, игра, музыка. Собр. † Пĕчĕк пӳртре хĕр вăйĕ (девичья пирушка), пысăккинче ĕçкĕлĕх. Тимяш. Сакăр çула çитсен, манăн вăйсене хăвармалла пулчĕ (пришлось оставить детские игры). N. Сăмсипе вăй калать (ăмăрт-кайăк); çав вăйă сассине итлесе, килтĕмĕр эпир, çак туй халăхĕсем, çак-туя. Абыз. Вăл хăй кашни кун вăйя çӳренĕ (солдат, на ученье). Собр. † Кăвик-кăвик кăвакарçын çӳле карĕ вăй вăя (sic!), ӳкрĕ-вилчĕ пăр çине, тытрăм-сутрăм тутара; тутар мулне тур куртăр, ĕне пысакан (= пусакан) хĕрне йыт çитăр. Сутниксене шыв курки, пултăрсене пыл курки.
(вы̆j), подр. шуму крыльев летящей птицы. И. Патт. 19. Кăвакалсем кĕтӳпе çӳлтен вĕççе иртсе кайнă чух вăй! вăй! вăй! тени анчах илтĕнет.
көч, дәрман
[voj]
forto, povo
ал-ура вăйĕ — fizika forto
вăй çитнĕ таран — laŭeblo, laŭ fortoj
вăй пухса илсе малалла кайрăмăр — post kunmeti la fortojn ni iris plu
саккун вăйа кĕчĕ — la leĝo ekhabis povon
куç вăйĕ — vidkapablo
лаша вăйĕ — ĉevala povo
вăй патăр! — bonan laboron! (saluto al laborantaj homoj)
вăй-хăват — forto, energio, povo
вăй-хавал — spiritforto, entuziasmo, vivenergio
вăй-хал — forto kaj sano, vivenergio
вăйлă — forta, fortika
ĕнер ирпе вăйлă çумăр çуса иртрĕ — hieraŭ matene pluvegis
вăйлан — fortiĝi
вăйлат — fortigi
вĕсем пире вăйпа сĕтел хушшине лартрĕç — ili nin altabligis perforte, ili nin sidigis ĉe la tablon
вăйсăр — senforta, malforta
вăйсăрлан — malfortigi
вăйсăррăн — senforte, malforte, senpove, apenaŭ
вăйăм — iflluo, aŭtoritato, efiko
вăл вăйăмне çухатнă — li perdis la aŭtoritaton
«сила», «мощь» «материальные средства». Слово это в лексике современных тюркских языков стоит изолированно: или происходит от др. тюрк. у «мочь», «иметь силу», «быть в состоянии сделать что-л». (у > вă + й > вăй), или заимствовано из финно-угорских языков: ср. финск. (суоми) voima «сила» «мощь» «крепосчь» «власть»; мар. эрз. вий, манси вай, хант. вей, вег «сила» «мощь» «энергия».
тĕрек. Патшалăхăн вăйĕ (тĕрекĕ) – çĕр ĕçлекен халăхра [Хыпар 1906, № 20:308].
Çавăн пекех пăхăр:
вăвв вăж-вăж вăж-вож вăжж « вăй » вăй ил вăй килни вăй-căй вăй-çеммĕн вăй-кил уйăрни