см. вĕрӳçĕ
вĕрӳçĕ, колдун, знахарь. Сред. Юм. См. Магн. М. 12. N. Вĕрӳç, волшебник. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр (здесь пĕр ― энкл.) тĕслĕ вĕрӳçĕ пур. (Из наговора). Макка 230. Вĕрӳçĕ. Çак сăмах тухнă вĕрес тенĕ сăмахран. Вĕрӳçĕ вăл вĕрет, сурать кăларать чирлĕ çын ăшĕнчен чирне, теççĕ чăвашсем. Вĕрӳçĕ юмăçпа пĕрех. Вĕрӳçĕ вăл акă çапла вĕрет: илет чей куркипе шыв, унта сăмахсем кала-кала сурать те, чирлĕ çынна ĕçтерет. Вĕрме пултарать вăл: шыв çине, çу çине и т. д. Болезни. Юмăç, вĕрӳçĕ çине шанатпăр. Чуратч. Вĕрӳçĕ кирек мĕнле çыннăн е алли, е ури, тата ытти чирсене те вĕрсе тӳрлетет. Кирек епле чире те, çĕçĕ илсе, суран патне тытса, хăйсен сăмахсене калаççĕ. Тĕрлĕ чире тĕрлĕ сăмах калаççĕ. Кунта эпĕ пĕр юмах çыртăм: шăл вĕрри. См. Магн. М. 12.
Çавăн пекех пăхăр:
вĕрт вĕртер вĕрттер вĕрӳ-суру « вĕрӳç » вĕрӳç карчăк вĕрӳç-суруç çын вĕрӳçĕ вĕрчĕк вĕрчĕлтет