1.
зудеть, чесаться, саднить, щекотать
суран вĕчĕлтетет — рана зудит
Ун чĕлхи вĕчĕлтетсе тăрать. — перен. У него язык чешется (что-л. сказать).
2.
шипеть, издавать легкий звук (при брожении, скисании), хлюпать, чавкать
йĕпеннĕ ура вĕчĕлтетсе пырать — в намокшей обуви хлюпает вода
зудеть, свербеть. Альш. Вĕчĕлтет («о зуде во внутренностях»). Т. IV. Хăлха шăтăкĕ вĕчĕлтетсен, ăшăтат, теççĕ. Зап. ВНО. Теме чĕлхе вĕçĕ вĕчĕлтетрĕ, хăнана кайма пуль-ха, теççĕ. Ст. Чек. Вĕчĕлтетсе çӳреççĕ, кĕçĕттерсе çӳреççĕ. СТИК. Кăрчанкă тем пек вĕчĕлтетсе кĕçĕтет. Сред. Юм. Мунча нăмайччин кĕмесĕр пȏрнсан, ӳт вĕчĕлтетет. Орау. Сан пит вĕчĕлтетет-им çак? (Так говорят женщине или девушке, когда она, ни с того ни с сего, захочет шалить или поведет непристойный разговор). Юрк. Вĕчĕлтетсе тăрат. || Раздражаться. Янтик. Ах, чунĕ вĕчĕлтетет пуль-çке, çынсем хăртнă уçнине (корчевание леса) курсан! («он сам не принимал в этом участия и дело происходило либо в его владении, по решению суда, либо рядом»).
Çавăн пекех пăхăр:
вĕчĕллĕ вĕчĕлт вĕчĕлт-вĕчĕлт вĕчĕлте « вĕчĕлтет » вĕчĕлтеттер вĕчĕлти вĕчĕн вĕчĕркен вĕчĕркентер