п.с. 1. Пăсăк, тӳрккес, урмăш; тӳнтерле (туп.). Ватта юлнă хĕртен те «таса» вульгарлă социологсем. В.Энтип //ТА, 1988, 10 /. 52 с. Вĕсем [критиксем] вульгарлă социологизма пăрахса (ăна тахçанах сивленĕ ĕнтĕ), ытларах илемлĕхе тĕпчемелле тесе темиçе те каларĕç. Ип.Иванов //Я-в, 1991, 3 /, 19 с. Теори пайне ют япаласем кĕртсе янине пула программăра вульгарлă социологи тени пысăк вырăн йышăнать. Г.Федоров //ХШ, 1999, 2 /, 111 с.
2. Килпетсĕр, килĕшӳсĕр, латсăр. «Стриптиз» тени Америкăран килсе ернĕ чи вульгарлă эстрадăн хăйне уйрăм тĕслĕхĕ пулать. Уйăп М., 1966, 313 с. Эстрада валли çырнă юрăсем те темле вульгарлă илтĕнеççĕ. КЯ, 25.10.1990, 4 с.
— ВЧС, 1971, 102 с.; ВЧС, 1951, 84 с.
Çавăн пекех пăхăр:
вульвер вульгаризатор вульгаризаторла вульгаризаци « вульгарлă » вульгарный вуля вумпилĕк вумпиллĕк вун