1.
голодно
голодным (быть)
впроголодь
выççăн кун каçрăм — весь день я пробыл голодным
2.
жадно, алчно, ненасытно
выççăн пăх — смотреть жадно
(выс’сы̆н), в голодном состоянии. Хыпар № 9, 1906. Анчах банк (= панккă) тăрăх илсен, эпир каллех выççăн лара пуçлăпăр. Ib. Вĕсен пăланĕсем (олени) вилсе пĕтсе, хăйсем выççăн аптăранă пирки, хăйсене-хăйсем вĕлерсе пĕтернĕ. Ib. № 37. Çапла ĕнтĕ унти халăхăн малалла выççăн ларас пулать. Ib. Ку хĕр-арăм выççăн вилнĕ-мĕн. N. Ахаль (иначе) эпир пурсăмăр та выççăн вилĕпĕр. Ч. С. Халччен эпĕ выççăн çӳременччĕ, халĕ ĕнтĕ выççăн та çӳреме лекĕ (придется). Ib. Тĕнчере пуринчен те хăрасан, выççăн та вилĕн (с голода).
Çавăн пекех пăхăр:
выçăх выçăхтар выççăлкă выççăлккă « выççăн » выççăн-туттăн выççăшĕ выççа вил выççи-тутти выçа