союз. услов.
если, в случае
енчен те вăл килĕшмесен — если он не согласится
енчен çумăр çăвас пулсан — в случае дождя
(эн’ζ’эн’, эн’џ̌эн’), если (паче чаяния). Сир. 24. Енчен сана пĕр-пĕр синкер вăрăнас пулсассăн, вăл унта хăвăнтан малтан çитсе те тăнă, сана пулăшан пек пулса, пырса, такăнтарĕ сана. Чăв. й. н. Çав сымар çын енчен чĕрĕлсен, хай хăй каланă виçĕ пăт çăнăха та, пĕр пăт кĕрпене те леççе парать вара. Чеб. Акă, енчен юпана (смерч?) пула хăвăра çапса пăрахнă пулсан, сирĕн хыçăртан кам шырама пырасси пурччĕ. Ст. Шайм. Пĕр-пĕччен мĕскĕн пĕр тăван енчен ичелĕ пулсассăн, çавă пулĕ тĕнчен хурлăхĕ. Н. Якушк. Хĕрлĕ тиле юртать сăртсем урлă, çула тухасси инçех мар; енчен çула тухса кайсассăн, йĕрпе йĕрлесессĕн те тупас çук. || Вм. печатного «мехер» в Сир. 171 мы находим в рук. «енчен». || Также им. знач. очень редко. СТИК. Енчен пĕрре пыратăн та, унта та чалăшăн пăхаççĕ.
плохой, бессильный (начар, вăйсăр). СПВВ.
неизв. слово. Тай. Енчен пушмак, шур чăлха: кирĕк лармĕ, тетремĕр (siс!)? Вылямастăр-кулмастăр: вăйă иртмĕ тетремĕр. Здесь «тетремĕр» из «тетĕрем» и притяж. афф. «-ĕр»?
Çавăн пекех пăхăр:
енӳке енчĕк енчĕк хутаççи енчĕк шерепи « енчен » Енчепи Енчик Енчик варĕ Енчук еншĕх