п.с., экон. Пĕр-пĕр ĕçе, предприятие е экономика сыпăкне аталантарма чылайлăха хывакан капитал. Социализмлă çĕршывсен инвестици банкĕ — чи пысăк капиталлă экономика организацийĕ. КЯ, 8.02. 1973, 4 с. Инвестици фончĕ вăл — финанс учрежденийĕ, халăх ăна хăйĕн приватизаци чекĕсене тата укçа-тенкине усă курмашкăн шанса парать. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Налук политики таварсем туса кăларассине, инвестицисене ӳстерме хавхалантарĕ. Х-р, 22.01.1994, 2 с.
— инвестиципе коммерци корпорацийĕ (Х-р, 8.04.1993, 4 с.); инвестици кредичĕ (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); инвестици капиталĕ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); инвестици программи (Ч-х, 1999, 14 /, 1 с.); инвестици конкурсĕ (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.); инвестици çанталăкĕ (Х-р, 16.03.2000, 1 с.); инвестици рейтингĕ (ÇХ, 28.09.2001, 1 с.); инвестици канашĕ (Х-р, 10.10.2001, 1 с.);
— инвестици хыв (ХС, 1999, 24 /, 1 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.); инвестицисем уйăр (Х-р, 19.09.1996, 2 с.); инвестицисене явăçтар (ЧÇ-й, 2001, 2 /, 1 с.);
— ют çĕршыв инвестицийĕсем (Х-р, 27.02.1997, 2 с.);
— ВЧС, 1971, 254 с.; ВЧС, 1951, 222 с.
Çавăн пекех пăхăр:
инвентарь инверси инверсиллĕ инвестировать « инвестици » инвестиционный инвестиция инвестор ингалятор ингаляци