ç.с. 1. Пуçарса яракан, никĕс хывакан çын; пуçаруçă, никĕслевçĕ. ЧНК йĕркелӳçисенчен пĕрин В.Никитин-Станьялăн интервьюне вуласа тухрăм. Х-р, 23.07.1992, 2 с. Йĕркелӳçĕсене чĕнсе каласшăн, фестивале сӳнме, пĕтме ан парăр. ÇХ, 1999, 29 /. 2 с. Н.Петров — стилистика кафедрин йĕркелӳçи. АМХ, 2001, 7—8 /, 9 с.
2. Йĕрке тăвакан, йĕркелесе пыракан çын; йĕркеçĕ. Урамри çӳреве йĕркелекен — йĕркелӳçĕ. Ç-т, 1998, 2 /, 28 с. И.С.Мак-симов-Кошкинский — йĕркелӳçĕ кăна мар, артист, режиссер, драматург, куçаруçă. ÇХ, 1998, 13 /, 1 с. Хаçатăн агитатор, пропагандист, йĕркелӳçĕ пулмалла тени... ÇХ, 1999, 3 /, 1 с.
— йĕркелӳçĕ ĕçĕ-хĕлĕ (Х-р, 9.10.1993, 2 с.); йĕркелӳçĕ шайĕ (ÇХ, 17.04.1998, 2 с.); йĕркелӳçĕ таланчĕ (ХШ, 1999, 4—5 /, 118 с.);
— ăста йĕркелӳçĕ (Т-ш, 1999, 4 /, 1 с.); лайăх йĕркелӳçĕ (ÇХ, 1999, 42 /, 12 с.); пурнăç йĕркелӳçи (Я-в, 1999, 2 /, 4 с.); туй йĕркелӳçи (ÇХ, 2001, 31 /, 10 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
йĕркелеттер йĕркеллĕ йĕркеллĕн йĕркелӳ « йĕркелӳçĕ » йĕркен йĕркене кĕр йĕркене кӳр йĕркене кӳрт Йĕркенчĕ