1.
синеть, голубеть, становиться синим, голубым
шăнса кăвакар — посинеть от холода
ӳт кăвакарса ларчĕ — появился синяк
ӳт кăвакарса тухрĕ — появился синяк
2.
синеть, голубеть, виднеться — о синем, голубом
уйра утмăлтурат кăвакарать — в поле голубеют васильки
3.
багроветь, становиться багровым
4.
седеть
çӳçĕ кăвакарса кайнă — у него волосы совсем поседели
5.
бледнеть, зеленеть (о лице)
тарăхнипе вăл кăвакарсах кайрĕ — он весь позеленел от гнева
6.
плесневеть
зеленеть
çăкăр кăвакарнă — хлеб заплесневел
кăвакарнă шăршă кĕрет — отдает затхлым
7.
темнеть
пĕлĕт кăвакарса хăпарать — надвигаются темные тучи
каç кăвакарса килет — надвигается ночная тьма
8.
заниматься, начинаться, наступать (о заре, рассвете)
шурăмпуç кăвакарса килет — заря занимается
(-гар), синеть, посинеть, багроветь, сереть. Шурăм-п. Эпир хăраса, чĕтресе, кăвакарса кайрăмăр. К.-Кушки. Арăмин пичĕ кăвакарса çӳрет. Его жена все время ходит в синяках. Ib. Пĕтĕм пичĕ кăвакарса тухнă. У него все лица в синяках. Ст. Чек. Атăл хĕрринчи пĕлĕт кăвакарсан, тăман пулат, тет. Ib. Пелĕт кăвакарат, çумăр тухат пулĕ. Çумăр пĕлĕчĕсем курăна пуçларĕç, ăна курсан вара: пĕлĕт кăвакарат, теççĕ. Завражн. Кăвакарать. Хмурится (погода). Чуратч. Ц. Çăмăр кăвăкарса килет. Надвигаются дождевые облака (серые). Чув. пр. о пог. 153. Çăмăр пĕлĕчĕ тискеррĕн кăвакарса, мĕкĕрсе килсессĕн... Если тучи страшно синеют и гудять — «не к добру». Н. Тим. Пĕлĕт хĕвеланăç енчен кăвакарсан (если соберутся тучи); ăшă пулат. ЕСИÇ. Камăн куçĕ пуçĕ кăвакарса çӳрет? (о пьянице). Орау. Пурни вĕçĕсем пĕтĕмпе хĕрелсе, кăвакарса каяççĕ (от копанья земли, в игре). N. Саламатпа çурăмĕ кăвакарса тухиччен (до синяков) хĕртнĕ, тет. N. Çав чĕпĕтнипе ман алă кăвакарчĕ. От его щипка у меня сделался на руке синяк. N. Кăвакарса ларчĕ. Якейк. † Мăн çолçинчи опос вырĕс (так!), валти лаши кăвакарнă, хӳри çилхи кăвакарнă: çол тытасси (держать путь) йăвăр поль. || Седеть. N. Унта хăраса ларнипе виçĕ кунта çӳç кăвакармалла. Сир. Çӳç кăвакариччен... Шел. П. 55. Ватăлса кăвакарнă карчăкпа старик те пур. || Плесневеть. Орау. Пирĕн пӳрт пĕренисем кăвакарчĕç (заплесневели стены). М. Тув. † Кăвак пуçлă атийăм кăвакарнă укçипа кăвак лаша илсе пач. Скотолеч. 8. Кăвакарса кайнă утă. || Ржаветь. Чув. пр. о пог. 94. Тырă вырнă чух çурла кăвакарсан (тутăхсан), çăмăр пулать. Если во время жнитва серп потемнеет (заржавеет); будет дождь.
1. «синеть», «становиться синим»; 2. «седеть»; 3. «плесневеть»; алт. В кӧгер, кӧгӧр, кӧгӳр, узб. кукар, тув. кӧгер «синеть», «зеленеть», в узб. еще «начать портиться» (о мясе); чаг., уйг. кӧкәр, кирг., якут. кӧгӧр, казах., ног. кӧгер, к. калп. когер, башк., тат. кӳгәр «синеть», «плесневеть»; кумык. гӧгер «плесневеть». Ср. монг. хӧхрӧх «синеть», «зеленеть». Образовано от кăвак «синий»; «седой».
Çавăн пекех пăхăр:
кăвакал шăкăлчи кăвакал шурĕ кăвакал-хăй кăвакалла « кăвакар » кăвакарçăн кăвакарçын кăвакарçын йăви кăвакарт кăвакартса усра