ковыль перистый
ковыльный
кăлкан пек шурă — белый как ковыль
(кы̆лган), ковыль перистый, stipa pennata L., Рак., Кайсар. № 20. Кăлкан. Çаранта ӳсет. Рак. Кăлкан —уяра хăпарат, йĕпене лăпчăнат. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тĕм-тĕм кăлкан, çил ăçталла вĕрнĕ, çавăнталла. Пазух. Эп пыраттăм урампала, пĕр хĕр тухрĕ тухьяпа: çӳçĕ-пуçĕ кăлкан пек, пичĕ-куçĕ хĕвел пек; шăмми-шакки илемлĕ, пĕвĕ-сийĕ хĕп-хĕрлĕ. СПВВ. ИА. † Виçĕ пăт тулă акрăм та, шак кăлкан пусса каяйчĕ; виçĕ ача амăшĕ пултăм та, пĕр пĕччен тăрса юлмалла пулайчĕ. Юрк., Кăлкан пек чăлт шурă старик. N. † Çӳлĕ ту çинче, ай, тĕм кăлкан, кĕмĕл уканăн, ай, курăнать. С. Дув. † Атăл леш аяаккине пӳрт лартрăм, шурă кăлканпала мăкларăм. Баран. 13. Çаран çинчи лăпкă çил шур кăлкана хумхатать. Алешк. † Пĕр çулхи хурăн çурта пек, тăлăх ача, çӳçĕ шурă кăлкан пек. Сунтангул. † Çӳлĕ ту çинче шур кăлкан, çил ăçта вĕрнĕ, çавăнта; ай-хăй, пуçăм, çамрăк пуç, турă ăçта çырнă, унталла. Каша. † Вăрăм, чăрăш тăрринче кăлкан кĕвви калаççĕ. Слеп. Ах, лашаçăм кăлкан пор (лаша ячĕ?).
кылган
«ковыль»; башк., тат., ног. кылган «ковыль»; казах. кылкан «хвоя», «шип».
Çавăн пекех пăхăр:
кăлентар кăли-кăли кăлин кăлин-калин « кăлкан » кăлкан шĕлепки кăлканлă кăлканлăх кăллин-каллин Кăлмаюр