1.
показывать, указывать
кĕнеке кăтарт — показать книгу
çул кăтарт — указать дорогу
кăтартса пыр — 1) идти и показывать что-л. 2) руководить, давать указания
кăтартса тух — показать (все подряд)
2.
показывать, демонстрировать
опыт туса кăтарт — продемонстрировать опыт
фокус кăтарт — показать фокус
3.
проявлять, выказывать
паттăрлăх кăтарт — проявить героизм
4.
представлять, предъявлять
документ кăтарт — предъявить документы
5.
свидетельствовать, подтверждать
сообщать
ку цифрăсем колхозниксен пурнăçĕ лайăхланса пынине кăтартаççĕ — ист. эти цифры свидетельствуют о росте материального благосостояния колхозников
6.
изображать, отображать
выражать
романра рабочисен пурнăçне кăтартнă — в романе изображена жизнь рабочих
7. с некоторыми сущ.
образует сочетания со знач. действия в соответствии со смыслом сущ.:
асап кăтарт — причинять мучения, мучить
хурлăх кăтарт — причинять мучения, мучить
инкек кăтарт — приносить беду
шар кăтарт — приносить беду
канăç ан кăтарт — не давать покоя
пархатар кăтарт — приносить пользу, оказывать услугу
усă кăтарт — приносить пользу, оказывать услугу
хур кăтарт — причинять зло, обижать
ырă кăтарт — делать добро
8.
с деепр. др. глагола употребляется в роли вспом. глагола:
выляса кăтарт — сыграть
каласа кăтарт — рассказать
купăс каласа кăтарт — сыграть на скрипке
сăнласа кăтарт — изобразить
суйса кăтарт — налгать, наврать
уçса кăтарт — 1) открыть и показать 2) раскрыть (напр. сущность чего-л.)
элеклесе кăтарт — наклеветать
юрласа кăтарт — спеть
показывать; каласа кăтарт – рассказать; çырса кăтарт – начертать.
91 стр.
(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.
күрсәтергә
[kodart]
montri (montru); indiki (indiku), helpverbo kun la signifo: "montro de rezulto
çул кăтарт — montri vojon
кăтартса тух — montri (ĉion ekde la komenco ĝis la fino)
ташласа кăтарт — monti danckapablon
ĕçлесе кăтарт — labori (por vidigi rezulton)
каласа кăтарт — rakonti (ĉion)
алăпа кăтарт — montri per mano, кăтартмăш - indikilo, ŝildo
«показывать», «указывать» (букв. «заставить видеть»). Из кур + тар > кăртар > кăтар — второй показатель понудительности; в диалектах имеется и правильная форма куртар); КБ коркит, МК кӧртӳр тефс. XII — XIII вв. кӧртӓр, кӧркӳт, уйг. кӧрсәт, кирг. кӧрсӧт, казах., ног. кӧрсет, к. калп. корсет, узб. курсат, башк. кӳрhәт, тат. курсәт, туркм. гӧркез, алт. В кӧрӳндир, тув. кӧргӳс «показывать», «указывать», «проявлять»; см. кур.
Çавăн пекех пăхăр:
кăтам кăтан кăтан пир кăтар « кăтарт » кăтарткала кăтартмăш кăтартма кăтартса çӳре кăтартса пыр