зудеть, чесаться, саднить
пыр кĕçĕтет — в горле саднит
◊
алă кĕçĕтет — руки чешутся (сделать что-л.)
чĕлхе кĕçĕтсех тăрать — язык так и чешется
(кэ̆з'э̆т), зудеть, чесаться. Хурамал. Пит çăмарти кĕçĕтсессĕн, çынтан вăтанмалла, теççĕ. Ib. Хăлха шăтăкĕ кĕçĕтсессĕн, йĕпе пулать, теççĕ. Ib. Ывăç тупанĕ кĕçĕтсессĕн, укçа тупăнать пулĕ, теççĕ. Ib. Сăмса тăрри кĕçĕтсессĕн, çын вилет пулĕ, теççĕ. N. Тута кĕçĕтсен, кучченеç çиет, теççĕ. Сулахай алă тупанĕ кĕçĕтсен, укçа каят, теççĕ. Сулахай пит çăмарти кĕçĕтсен, йĕрет, теççĕ. Ура тупанĕ кĕçĕтсен, килен çынна хирĕç пулат, теççĕ. Сылтăм пит çăмарти кĕçĕтсен, кулат, теççĕ. Сылтăм алă тупанĕ кĕçĕтсен, укçа килет, теççĕ. Орау. Тем пуç кĕçĕте пуçларĕ-ха (стала чесаться), мулча хутса кĕрес пуль. Ib. Кĕçĕтсе карĕ, зачесалась. Ib. Мулча хутасчĕ, темскер пуç кеçĕте пуçларĕ. Ib. Упи (медведь) ăна тытнă та, кĕçĕтмен çĕтренех (= çĕртенех), çтан килчĕ унтан, хыçкалама тытăннă. çынни аран-аран тарса хăтăлнă.
«чесаться», «зудеть», «ощущать зуд»; башк. кысыт, тат. кычыт, уйг. кичиш «зудеть». От кĕçĕ «чесотка».
Çавăн пекех пăхăр:
кĕçĕр кĕçĕрлĕх кĕçĕрлĕхе кĕçĕрхи « кĕçĕт » кĕçĕттер кĕçатă кĕçе кĕçек кĕçеклен