сноп
сĕлĕ кĕлти — овсяной сноп
ыраш кĕлти — ржаной сноп
кĕлте кучĕ — комель снопа
кĕлте сенĕке — вилы для подачи снопов
кĕлте çыххи — свясло
кĕлте урапи — рыдван, сноповозка
кĕлтепе вит — крыть снопами (напр. сарай)
кĕлте кӳр — возить снопы
кĕлте çых — вязать снопы
Кĕлти кĕрет — тырри юлать, арпи вĕçет — улăмĕ юлать. — загадка Снопы вбирает — зерна остаются, полова улетает — солома остается. (Молотилка).
сноп
(к'э̆л'д'э, кэ̆л'дэ), сноп. N. † Тыррисем лайăх пулсассăн, кĕлтисем тулни сисĕнмест. Якейк. Ман Корак ани çинче кĕлте тохмарĕ кăçал. У меня нынче на Кораковом загоне (раньше принадлежавшем мужчине по имене Корак) хлеб уродился плохо. ЧС. Хăй (лошадь) кăвакчĕ те, хӳри кĕлте пек çăраччĕ. Сред. Юм. Авăн çапнă чôхне кĕлтене тавăрса тăваттăлла çапса тôхсан, касаççĕ. Ib. Авăн çапса кĕлте ôлăмланă чохне, пĕри кĕлте парса ôлăмлаттарать. Ib. Кĕлтене итем варне сарсан, пĕррĕ хôлласа, тепĕр тваттăлла çапса тôхсан, тавăраççĕ (повертывают). Ib. Авăн çапнă чôхне кĕлтенне çыххине касмасăрах çапса пĕтерсен: кĕлте тунă, теççĕ. V. S. Кĕлте хут, 1) топить печь снопами, 2) бросать снопы в воду, чтобы мочить. N. Кĕлтенĕн-кĕлтенĕн çыхса хурăр. || Сноповозка. Альш. Ман атте кĕлтене кайма хатĕрленет. Кан. Эпĕр кĕлтерен таврăнсан, пирĕнпе кăшт тухса калаçкалать те, хăй ĕçнех ĕçлет. N. Кĕлте пĕтсен, авăн çапма пуçлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ ашăм аштарма пуçлаççĕ. N. Çын вилисем, уйра мĕнле кĕлте выртат, çан пекех выртса юлчĕç. N. Çынсем кĕлте вырăнне йăваланаççĕ.
көлтә
«сноп»; башк., тат. кӧлтә, караим, кӳлтӓ, карач., ног. кӳлте, кумык, кюлте «сноп»; казах. кӳлте «пучок сжатой пшеницы (часть снопа)»; «пучок волос»; у Ильминского кӳлте — «клубок ниток». Происходит, может быть, от кул (тел., Радлов) «связывать (руки и ноги)», аналогично тому, как в алт. пуула «связывать», пуулам «сноп» (Вербицкий 269).
Çавăн пекех пăхăр:
кĕлтĕртет кĕлтĕртеттĕр кĕлтĕртеттер кĕлтĕртрĕм « кĕлте » кĕлте çыкки кĕлте çыххи кĕлте çыххи нишĕ кĕлте кучĕ кĕлте кӳр