1.
сорочка
рубашка, рубаха
сорочечный, рубашечный
ача кĕпи — распашонка
аялти кĕпе — нижняя рубашка
пир кĕпе — полотняная сорочка
çитсă кĕпе — ситцевая рубашка
кĕпе умĕ — перед рубахи
Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта. (Çурта). — загадка Тело на виду, а рубаха внутри. (Свеча).
Пĕчĕкçеççĕ кинĕм пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). — загадка Маленькая сношенька одевается в тысячу рубах. (Капуста).
2.
платье
платяной, плательный
венчет кĕпи — подвенечное платье
пурçăн кĕпе — шелковое платье
çанăсăр кĕпе — платье без рукавов
хулсăр кĕпе — платье без рукавов
кĕпелĕх пурçăн — плательный шелк, шелк на платье
3.
белье
кĕпе валашки — корыто для стирки белья
кĕпе кисĕпĕ — пест для толчения белья
кĕпе супăнĕ — хозяйственное мыло
кĕпе çумалли машина — стиральная машина (электрическая)
кĕпе тукмакĕ — 1) стиральный валек 2) валĕк для глаженья белья
4.
пленка (яйца)
5.
сброшенная кожа, шкурка (у насекомых, пресмыкающихся)
рубашка
(к'э̆бэ, кэ̆бэ, кэ̆βэ,) рубаха; женская рубаха. КС. Кĕпене ухаççĕ, кивеççĕ, чӳхеççĕ, тукмакпа (или: валекпе) çапаççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ шыва кĕпе хывса кĕтĕм те, ман пусма (снасть) пĕр мăн туратран çакланса ларнă (зацепилась). Сĕт-к. † Осал та полин, хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Альш. † Хăрансуски кĕпе, ука çуха, килĕшет-çке пирĕн йысна çийĕнче. Ib. Эпир виçĕм çул çунса кайрăмăр (погорели), çири кĕпепе кăна тухрăмăр. N. † Кĕпесе (=кĕпесене) те кĕлермелле, мунчана та хутмалла; эй тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпен çĕвви кайнă. Рубашка распоролась по шву. Ib. Кĕпене пăрсан (если выжать), шыв тохать поль! (Говорят, если человек очень вспотел). О сохр. здор. Пĕр кĕпе вĕççĕнех. В одной рубашке (без другого одеяния). Зап. ВНО. Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта (свеча). ТММ. Алăсăр-урасăр кĕпе тăхăнать. (Тӳшек). Ib. Çĕнĕ кĕпе тăхăнтарнă чухне: кĕпе пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! теççĕ. Зверев. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр. (Ӳсес çын çĕнĕ кĕпе тăхăнсан, çапла калаççĕ). ГТТ. Эпĕ унăн кĕпине çухаран тытрăм та, шăна (муху) ятăм (за ворот). Ib. Эпĕ, унăн кĕпи çухине тытса, кĕпи ăшне шăна ятăм. Ст. Шаймурз. Пĕр кĕпене иккĕ тăвар, кукка патне каяр. Чăв. й. пур. 14. Пĕтĕмпе кĕпесем çуркаланса пĕтрĕç. К.-Кушки. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр! теççĕ Кушкăра, кам та пулин çĕнĕ тумтир тăхăнса тухсан. ăна тумтирĕнчен чĕпĕтсе (в данном случае — за рубашку). Эпир çур. çĕршыв 18. Хĕрсем те хăшĕ-хăшĕ Хусанта кĕпесем çунă çĕрте (в прачечных) ĕçлесе пурăнаççĕ. Алик. † Кĕпе вăрăм туртакан салтак арăм пулатĕ. Кĕпе кĕске туртакан юмăç карчăк пулатĕ. Обиково. Çырмара ик сар хĕр ташлĕ. (Кĕпе кивни). Чебокс. Анне вăл вăхăтра кĕлет умĕнче кĕпе çакса тăраччĕ (развешивала). Ст. Шаймурз. † Йĕтĕн кĕпи çил илет. N. Ачине тумасăр, кĕпине ан çĕле, теççĕ. (Послов.). || Белье. Ядр. Çавăн чухне ман пĕтĕм кĕпесем, сăхмансем çунса кайрĕç. || Сорочка. В. Олг. Тьыха кĕпи. ГТТ. Хăш-хăш ача кĕпипех çуралать, кĕпине вара пуçтарса хураççĕ (вешают в маленьком лукошке). Альш. † Эпĕ кĕпепе çуралман (не родился в сорочке), эпĕ телейлĕ те мар. Орау. Ача кĕпипе çуралнă. || СТИК. Начартарах чĕпĕ çăмартаран хăй тухса ӳкеймест пулсан (не может вылупиться), ăна алăпа çĕмĕрсе кăлараççĕ те: чĕпĕ кĕпине та татайман, теççĕ. || Exuviae, линовище. Городище. Таракан кĕпине пăрахнă. Таракан сбросил старую шкурку. || Конверт. N. Çыру кĕпипе (конвертпа) ярас пулсан, 7 пуслăх марккă чиксе ярас пулать. || Губчатая мякоть в гнилом дубе. Якейк. Кĕпе — çĕрĕк йоман варĕнче çамçа кăмпа пак япала янкарта, янкар сарă япала. || Шарбаш. Кĕпешне (= кĕпе ăшне) шăнăçмаç. Выходит из себя. (Ку сăмаха хуйхă, çилĕ чухне калаççĕ).
күлмәк
[kebe]
robo, ĉemizo
ача кĕпи — bebĉemizo
кĕпешке — t-ĉemizo
пурçăн кĕпе — silka robo
тĕрĕллĕ кĕпе — brodita robo (ĉemizo)
кĕпе супăнĕ — mastrumsapo
кĕпе-йĕм — subvesto
«рубашка»; МК каб «посуда», «чехол», «коробка»; чаг. каб «сосуд», «сумка, которую вешают по бокам вьючного животного»; «мешок»; азерб., туркм. габ, тур. кап «посуда», «сосуд», «футляр», «чехол», «наружный покров»; азерб., туркм. аяггаби, тур. аяккап «обувь» (букв. «чехол», «обёртка ноги»); АФТ каба «верхняя одежда»; каб «футляр»; алт. В, ойр., шор. кеп, хак. кип, тув. хеп «одежда», «белье», «обмундирование»; «форма», «шаблон», «образец», «подобие», «колодка (сапожная)»; ср. монг. кеб (Бурдуков) «форма», «образец»; алт. В дьылан кеби «выползок (старая кожа) змеи» (чув. çĕлен кĕпи); тув. хап «мешочек», «кисет»; «футляр», «чехол»; алт. В, казах., к. калп. кап, ног. капшык, тат. капчык, узб. коп, копчик «мешок»; ног., тат. кап «куль»; тур. кебе «плащ из грубого войлока»; тат. Сиб. кэп «одежда» (Будагов II, 413); кирг. ак кӳбӧ — название боевого одеяния (Юдахин); кумык. гюбе «броня», «кольчуга», «латы», «панцырь»; карач. кюбе «броня»; чаг. кӳпе «латы» (Будагов II, 142), полов, кӳбе, тат. кӧбэ кӳлмәк «кольчуга»; чаг. кепек «одежда», «плащ», «покрывало» (Vambery EWTS 77). В словаре Махм. Кашгарского в качестве булгарского слова (булгары — предки чуваш) упоминается кӳбе в значении «кольчуга» («защитная рубашка из металлических колец»). Кроме того, в 1945 г. во время раскопок близ древней болгарской столицы Преславы найдена была гранитная колонна со старинной надписью, где четыре раза повторяется слово кӳпе в значении «кольчуга» (Софийская газета „Изгрев“ от 5 сентября 1945 г., № 282, стр. 4). По-видимому, производство кӳбе сильно распространено было у булгар не только в период пребывания их на Северном Кавказе, но и позднее на Волге. Известно, что в древнее время в Хорезм кольчуги ввозились из Волжско-Камской Булгарии (С. П. Толстов. Древний Хорезм, 1949, стр. 14). В сочинении персидского писателя XIII в. также встречается слово каба — род кафтана, длинная мужская одежда, которую носили в Азербайджане. Вероятно, слово это иранского происхождения, оно еще встречается в языке пехлеви: капах «плащ»; в перс. каба «длинная мужская одежда, надеваемая на рубашку»; в осет. и груз, каба «женское платье».
Çавăн пекех пăхăр:
кĕпĕрт кĕпĕртет кĕпĕртеттер Кĕпĕрян « кĕпе » кĕпе çĕвви кĕпе çу кĕпе çынĕ кĕпе арки кĕпе вĕççĕн