Шырав: карта

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
изгородь (из жердей, прутьев), загородка, прясло, ограда
решетке карта — решетка
сатан карта — плетень
шалча карта — тын
униче карти — околица
карта çавăр — огородить, обнести оградой
карта тыт — городить
вăштăр-вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчеи вĕрет вăл — фольк. дует легкий ветерок, и ограда ему не помеха
2.
заграждение
пралук карта — проволочное заграждение
3.
загон, хлев (с крышей из жердей)
скотный двор
сурăхсене картана хуп — загнать овец в загон
4. разг.
огород
карта çимĕçĕ — овощи
5.
снопы, сложенные крест-накрест (для сушки)
6.
ряд, вал (скошенной травы)
пĕр карта утă тавăр — переворошить валок сена
7.
вереница, караван
цепь

кайăк хур карти — караван диких гусей
тăрнасем картипе вĕçеççĕ — журавли летят клином
8.
круг, сомкнутая цепочка людей
вăйă карти — хоровод
ташă карти — круг танцующих
картана тăр — встать в круг
9.
западня, ловушка (для птиц и зверей)
10.
круг, ореол
уйăх карти — радужный круг вокруг луны
11. перен.
предел, граница чего-л.
саккун картинчен тухмасăр — не выходя за рамки закона

карта кăмпи — опенок
кăмпа карти — грибная россыпь, выводок грибов
тимĕр картафольк. магический круг
чĕре картианат. грудобрюшная преграда
эрешмен карти — паутина
картине кĕртсе пултăр — лишь бы сошло (о небрежной работе)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

хлев, скотник, скотный двор; линия; изгородь; карта тыт – изгородить; карташ – двор; карташ талккăшĕпе – по всему двору.

86 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

сущ.жен., множ. карты
1. карттă; географическая карта географи картти
2. карт (вылямалли); козырные карты козырь картсем; играть в карты картла выля; сдавать карты карт валеç ♦ ему и карты в руки ку ĕç шăпах ăна валли

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

1. картта; географическая карта географи картти; 2. карт; игральные карты вылямалли карт.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ж. 1. карттă; географическая карта географи картти; астрономическая карта астрономи картти; 2. (игральная) карт; игра в карты карт вăййи; 3. (бланк) карттă; санаторная карта санатори картти; технологическая карта технологи картти; ваша карта бита (или убита) сирĕн ĕç тухмарĕ; раскрыть (или открыть) свои карты шухăш-ĕмĕтӳсене уçса пар; карты в руки пĕлекен çынна ним те мар; смешать (или спутать) карты ĕмĕчĕсене путлантар, пăтăрмах ту; ставить на карту теветкеле.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

1. карттă (çĕр пичĕн чертёжĕ); политическая карта мира тĕнчен политика картти; карта Чувашской Республики Чăваш Республикин картти 2. карттă (хыпарсем çырнă хут); санаторно-курортная карта санатори-курорт картти

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

киртә

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «изгородь», «ограда»; 2. «скотный двор», «хлев»; 3. «огород»; 4. «круг»; тат. киртә, башк. кәртә «изгородь», «ограда»; в башк. и «хлев»; баçыу кәртәhe (чув. пус(ă) карти) «околица»; азерб. кардә «круглый». Слово это сильно распространено в финно-угорских и кавказских яз.: коми карта «хлев», «скотный двор»; морд, карда, кардо «хлев», «конюшня»; кардас «двор»; манс, хант. карта, карда «двор»; «круг»; норв.-лопар. гардде «круг»; фин. (суоми) kartano «усадьба», «дом»; венг. kert «сад», «огород» (Donner I, № 175); арм. керт «город»; груз, карта «огороженное место для скота»; сев.-осет. кәрт «двор», «хлев». (Wichmann TLP 69; Абаев ЭСл. 586—587). Как в финно-угорские, так и в кавказские языки проникло из др. булг. яз. На Северном Кавказе булгары входили в соприкосновение с аланами, которые легко могли воспринять от них это слово и передать его своим потомкам — осетинам, а от последних оно могло перейти и к другим кавказским народам. В чув. образовано от глагола кар «загораживать» (см. кар) с помощью аффикса -та, по образцу çур «светить» + -та > çурта «свеча».

Çавăн пекех пăхăр:

Карт Чăваш карт-йыш карт-йыш пăтти картăш « карта » карта ăшĕ карта çавăр карта апачĕсем карта йопи карта йышĕ

карта
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150