п.в. Сăрăпа ӳкермелли, сăрламалли хатĕр; кисть. [Картинăри] хĕр кĕлеткине киçтĕкпе унтан-кунтан тĕккелесе те пăхрĕ — пăсать кăна. В.Эктел, 1996, 105 с. Киçтĕкпе, сăрăпа ĕçлесси вĕсен пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. ЧТ, 28.02.1998, 4 с. Киçтĕк илсе пĕр йĕр çеç тăвĕ-и вăл — çакă та ăна хавхалантарĕ. Х-р, 9.08.2000, 4 с. Чӳрече сăрлама кăна ĕлкĕреймен, киçтĕк тупайман. Ар, 2001, 20 /, 3 с.
— художник киçтĕкĕ (П.Афанасьев, 1985, 46 с.); ӳнерçĕн киçтĕк вылянăвĕ (Юрий Зайцев, 1990, 5 с.); ятарлă киçтĕк (КÇ, 2000, 35 /, 3 с.); кивĕ киçтĕк (Ар, 2002, 13 /, 4 с.);
— киçтĕкпе усă кур (Х-р, 15.03.1994, 4 с.); киçтĕк тыт (Х-р, 6.04.2001, 3 с.); киçтĕк ăстала (Ар, 2001, 20 /, 3 с.); сăрă-киçтĕкпе чирле (ÇХ, 2001, 34 /, 8 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
киçки киçмĕк киçмĕклен Киçорт çырми « киçтĕк » кибернетика кибернетический кибитка кив Кив çорткасси