п.с. Конгресс, сpезд, аслă пуху. Казанкă шывĕ хĕррине курултай — «пĕтĕм Хусан çĕрĕн» пухăвĕ — пуç-тарăнчĕ. К.Турхан, 1967, 332 с. Мăн курултай пухать те Мамай хан калать, «Чĕркуçленмест сăвар ăрачĕ...» В.Энтип, 1987, 229 с. Чăваш курултайне [наци конгресне] парне тăвар! Х-р, 8.10.1992, 2 с. 9-мĕш курултая Шупашкарта ирттерме сĕнсен никам та хирĕçлемерĕ. ÇХ, 1998, 40 /, 4 с.
— курултай пуçтар, курултай ирттер (К.Турхан, 1967, 260 с., 321 с.); Пĕтĕм çĕршыври чăваш хĕрарăмĕсен курултайĕ (В-х, 1991, 21 /, 10 с.); Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен курултайĕ (Х-р, 2.09.2000, 4 с.); Пушкăрт Республикин Патшалăх Пухăвĕ — Курултайĕ (УС, 1999, 46—47 /, 8 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
Курттан Курттин Куртян Курук « курултай » курупка курчă курчавый куршак куршанак