1.
ревновать
вăл арăмне кӳлешет — он ревнует жену
сăлтавсăрах кӳлеш — ревновать без оснований
2.
сердиться, злиться, испытывать злость
эпĕ хама хам кӳлешетĕп — я сам на себя злюсь
ревновать; спорить; Махмут арăмĕсем пĕр пĕринчен кӳлешеççĕ – жены Махмуда ревнуют друг друга; вăл арăмĕнчен кӳлешет – он ревнует свою жену.
105 стр.
(кӳл'эш), ревновать. N. Ют арăмпа кӳлешекен арăм, хаяр чĕлхипе пурне те çитсе кастаракан усал арăм чĕре суранĕ вăл, хуйхă вăл. Янтик. Упăшки хăй маткине: кампа та пуса çӳрет, тесе шухăшласан, çапла çынсене каласан вара ăна: у маткине çавăнтан (Микуларан) кӳлешет, теççĕ. Ск. и пред. 86. Хĕртен арăм пулсассăн, ват упăшка кӳлешет. Тюрл. Лайăх маткана корсассăн, каччăсем она олталама шотлаççĕ; опăшки çавăншăн кӳлешет и хĕнет. Юрк. Упăшки пит кӳлешет. Альш. Арăмĕ упăшкинчен кӳлешет (= упăшкине: арăмсемпе çӳреттĕр, тет). Изамб. Т. Пĕр-пĕр арăмăн упăшки çамрăк пулсан, хăй ватă пулсан, ул упăшкинчен кӳлешет. Полтава 53. Эсĕ мана кӳлешĕн? N. Вăл арăмне пит кӳлеше пуçлать. ЧП. Кӳлешекен çынсем тек кӳлешчĕр, кил иксĕмĕр тăрар юнашар! Пазух. Йăлтăр-ялтăр йăлтăрка, урам варринче тупрăмăр, кӳлешекен хĕрсене çĕр мунчара тупрăмăр. N. Унăн арăмĕ упăшки çынсен арăмĕсемпе вылянăшăн кӳлешет (кĕвĕçĕт). Ст. Чек. Вăл арăмне çынпа кӳлешет (ревнует). Янтик. Çавсем пек ухмах тек тĕнчере те çук пуль! тек кӳлешсе çӳреççĕ пĕр-пĕринчен: упăшки маткинчен Иванпа кӳлешет. Сред. Юм. Арăмĕ ôпăшкине: çын хĕрарăмпе (так!) çӳрен! тесе, вăрçса çӳресен, ôпăшки арăмне: çын арçыннипе çӳрет, тесе, вăрçсан: кӳлешет, теççĕ. СПВВ. КЕ. Арăмĕпе упăшки кӳлешет, теççĕ (пĕр-пĕрин айăпне тупса вăрçни). Каша. † И, авланман ачасем! инке-арăмшăн кӳлешет! N. Çак арăма, унăн ачине те сывлăхсăртан, вăйсăрлăхран, кӳлешекентен, курайман çынтан, усал куç ӳкесрен сыхла. N. Усал çынсенчен ан кӳлеш, вĕсемпе хутшăнма та ан тăрăш.
«ревновать»; уйг. кӳнләш, кӳнли, узб. кунлаш, Замахш. кӳнил, кирг. кӳлӳнӧ, к. калп. кӳнле, казах. кӳнде, кӳндес, ног. куьнне, хак. кӳнне, тув. хӳнне, башк., тат. кӧнләш, якут. кӳнӳӳлээ «ревновать», «завидовать»; туркм. гӳндеш, кирг. кӳндӧш, кӳнӳлӧш, башк., тат. кондәш, казах. кӳндес, «соперник», «соперница»; уйг. кӳндәш, кирг. кӳннӳ «жёны одного мужа в отношении друг к другу»; «соперница». Происходит от кӳн «ревность»; др. тюрк., тур. кӳн, Замахш. кӳни, азерб. гӳн «ревность», «зависть», кӳн ~ кӳйӳн «горящий» (см. кун); кӳн, кӳй, кӧй «гореть»; уйг. кӧй, чаг., кирг., алт. В, казах. кӳй «гореть», уйг. Син. куй «гореть», «страдать от огня любви», ср, алт. В кӳйлен, саг., койб. кӧлӓн «любить»; чув. кӳлеш < кӳн + леш.
Çавăн пекех пăхăр:
кӳлепеллĕ кӳлепесĕр кӳлет кӳлетке « кӳлеш » кӳлештер кӳлешӳ кӳлешӳллĕ кӳлкеле кӳлкӳшши