1.
кладбище
кладбищенский
ял масарĕ — сельское кладбище, погост
выльăх масарĕ — скотомогильник
масар карти — кладбищенская ограда
масар шăтăкĕ — могила
масар теми — намогильный холм
масар тăпри — намогильный холм
масар чулĕ — надгробие, намогильный камень
масар çине ăсат — проводить в последний путь
2.
могила
могильный
масар шăплăхĕ — могильная тишина
◊
масара кайтăр! — бран. чтоб он провалился в преисподнюю!
таçта масарта çӳрет — неизвестно, где он пропадает
тем масарĕ пулнă тата? — что еще там стряслось?
хăрах урипе масарта тăрать — он стоит одной ногой в могиле
нечистый, негодный
масар, место, куда бросают платье, постель и вещи умершего
масар пуçĕ — тот умерший, который там похоронен первым
масар шăтăкĕ — могила
(мазар), кладбище. СПВВ. ЛП. Масар, çăва, куринке, вилĕ карти. Альш. Масара, масар хĕресне алăпа тĕллесе кăтартма юрамас, теççĕ; тĕллесе кăтартсан, кача пурнене юн тухаччен çыртас пулать, тет, хăвăнне; ахаллĕн вилет, тет. Кан. Масар çине карта тытман. Кладбище не огорожено. ГТТ. Пăсташ тасатнă çĕрте: масар пуçĕ, масар пуçĕ арăмĕ, масар есрейли, масар вупкăнĕ, масар кăлависем, камансăрсем, теççĕ иккен; пĕр 21 чина яхăн хисеплеççĕ. Н. Седяк. Масар çинче вут курсан, шуйтанлă тукатмăш вилнĕ çын, теççĕ. П. Лебеж. Аслă ялта автан авăтать. (Масар, çăва). || В бранных и т. п. выражениях. СТИК. Масар турттăр. (Ылханнă чухне). Мыслец. Масар (так!) кайтăр! Провались он в преисподнюю! (народное: в трисподни; брань). Пшкрт. Эй масар аччи (чит. ачи), ста маккарта çӧретĕн! Хорачка. Эй масар! апла марччă (-чы̆), капла тумаллаччă (-чы̆). || Придает оттенок досады, недовольства. Орау. Укçи çук-им масар (чит. мазар, мазар’), пуян титчĕç-çке ăна? Разве у него нет денег, ведь его считали богатым? Ib. Таçта масарта çӳрет ĕнтĕ паян кунĕпе! Я. Турх. Каясси масарĕ, каймасан та пырĕ-ха! СТИК. Кашкăр-упа масар = такшин („неопределенно чей или незнай чей“). Рекеев. Пӳлĕх турăран та аслă-им масар? Пшкрт. Эх масар, манса карăм! Ib. Эх масар аччи-пăччисем! Тюрл. Сыс (т. е. брось, оставь), мĕн масар тăватăн омпалан! В. Олг. Еккей масар, лайăх полмарĕ ман! (нехорошо, плохо сделал). Орау. Ку кам масар (чит. мазар’) тата? Это что еще за субъект? Юрк. Майру масарĕ, çĕр кăна çаттăр ĕнтĕ! КС. Ывăль-и масар-и çавăн. Сын ли его, кто ли... Ib. Мĕн масар çанпа çыхланан? К чему (зачем) ты связываешься с ним? Н. Сунар. Манăн куç-пуç та витĕрех мар (плохое зрение), темĕн, эпĕ кашкăр масар курмарăм (я что то незаметил никаких волков). Уравйш. Упнер çинчи Хапăссем, Санар пуçĕ масарсем. Конст. чăв. Унтан эпĕ: ах кукка, сывă пул! Пĕртен-пĕр куккамăр пур, ăна та пулин таçта масарта, ют патшалăхра, Турăк çĕрĕнче çухатса пурăнатпăр!.. терĕм. СТИК. Такшин масар ачи пек хăтланан! Скверно себя ведешь! (Гов. детям). Юрк. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: ачу масарĕ, ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши (в какого это он чорта уродился)? тет. Орау. Тура шăхличи масарĕ, эп ун çине алă сулăттăм уччиттĕле лайăх çĕре кайсан! N. Атте: сĕвес мар (шкуру с палой лошади)! Стараста сӳнине пĕлсен, темĕн укçана çитерĕç хамăра, стараста пĕлсен, сăранă масарă, çĕр тĕпне кайтăр (провались к чертям и кожа)! тет. ЧС. Эй вутту масару! уншăн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; çунса кайнă пулсан, луччă çĕнĕ çурт лартăттăмăр; N. Эпĕ халĕ те надсмотрщик пулса пурăнатăп, тем масар контрольôра куçармаççĕ. Моркар. Ак масар! (выражение досады). Орау. Илес-им масар? Купить что-ли? Ib. Мĕн вăл? — Тем масар (чит. масӓр) Букв. 1886. Аттесем калаççĕ: ытла пĕртте чĕнмест; кăна мĕнскер, пĕр-пĕр япала пулнă-им масар? теççĕ. N. Тăрас им масар (мазар)? Встать что-ли? Орау. Сирĕн кунта чăваш нумай-им масар (чит. мазар)? Разве здесь у вас много чуваш?
зират
«кладбище»; кирг. мазар 1. «священное место», «место поклонения»; 2. «могила», «кладбище»; узб. С мазар «священный», «могила святого»; узб. мозор, уйг., туркм., к. калп. мазар, тур., ног. мезар «могила», «гробница», казах. мазар «надгробный памятник»; «кладбище», «могила»; к. калп. мазарлык, туркм. мазарыстан «кладбище». Из араб. «место посещения»; «могила» и перс. (мӓзар) «гробница», «могила». По словам Золотницкого, в старое время чуваши мазаром называли и те места, куда бросают платье, постель и вещи умершего; эти места, по мнению чуваш, будто бы посещаются покойниками (КСл. 42).
çăва. Тĕн тĕлĕшĕнчен калаçас тесен те эпĕ сирĕнпе шикленерех анчах калаçатăп: мĕн каласан та таçтан масар (çăва) шăтăкĕнчен килсе кĕнĕ çын, Христос тĕнĕпе пурăнакан çын, тăван пулсан та эпĕ сирĕншĕн ют çын … [Архипов 1984:286].
Çавăн пекех пăхăр:
Марьяпи Марьяппа маса масаллă « масар » масар ăмăрт кайăкĕ масар çийĕ масар кĕлече масар пăхи масар пуçĕ