сущ.муж.
менеджер (предприятисене ертсе пырас ĕçĕн специалисчĕ)
п.с., экон. Пĕр-пĕр тытăм (компани, предприяти, банк) ĕçне йĕркелесе-ертсе пыма тара тытнă çын; менеджмент ăсти, управляющи. Манăн пурнăçпа çав таранах интересленетĕр пулсан, хамăн менеджерпа та паллаштаратăп. Х-р, 29.06.1995, 3 с. Эпĕ акă хамах пуçлăх та, менеджер та, водитель те. ÇХ, 1999, 1 /, 2 с. Бизнес ĕçне пуçарса ярас текен çамрăкăн юрист, бухгалтер, менеджер ĕçĕсене тĕплĕ пĕлмелле. Х-р, 6.07.1999, 3 с. Университет хыççăн пĕр заводра менеджер пулса ĕçлерĕм. Ар, 2002, 13 /, 2 с.
— менеджерсен йышĕ, менеджер-экономист (Х-р, 25.06.1992, 1 с.); менеджер дипломĕ (Х-р, 15.06.1993, 1 с.); менеджер профессийĕ (К-ш, 23.06.2000, 1 с.); менеджер туп (Х-р, 25.12.1997, 4 с.);
— коммерци менеджерĕ (Х-р, 24.01.1996, 1 с.); фирма менеджерĕ (С-х, 2000, 34 /, 4 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
мемуар мемуары Мемӳре мена « менеджер » менеджмент менее менелнĕк менелник мененник