1.
обрызгивать, сбрызгивать, опрыскивать
чечексене шывпа пĕрĕхтер — сбрызнуть цветы водой
2.
выбивать, выбрасывать струей, фонтаном
скважина нефть пĕрĕхтерет — из скважины фонтаном бьет нефть
3.
моросить
пĕрĕхтерсе йĕпхӳ çăвать — падает изморось, моросит мелкий дождик
4. перен. разг.
мчаться, быстро бежать, ехать
вăл пӳлĕмрен пĕрĕхтерсе тухрĕ — он стремглав вылетел из комнаты
понуд. ф. от гл. пĕрĕх. Турх. Аттем! Аттем! Çак тĕнче хăйне юнпа пĕрĕхтерчĕ. КС. Тутапа шыва пĕрĕхтереççĕ. Ерк. Силемпийĕ сивĕнсе пĕрĕхтерсе калаçать. ЧС. Çапла пирĕн ял нумайччен çунса тăрса ют ялсенчен виç-тăватă насус кустарса çитрĕç те, вутă (çулăмĕ) çинелле пĕрĕхтереççĕ анчах. || Бежать очень быстро. СПВВ. Капк. Хваттернелле пĕрĕхтерчĕ кăна. Кан. Лашасем сăмси шăтăкĕсене карса пăрахса, пĕрехтерчĕç кĕрхи çул тăрăх. || Ехать быстро. Кан. Ах, вăл виçĕ лашапа лапра пĕрĕхтерсе çурет. Зап. ВНО. Пĕрĕхтерсе пырать, едет быстро. IЬ. Пĕрĕхтерсе пырас, одно и то же, что и «мăкăрлантарса пырас». Ачач 31. Кай енчен пĕр лайăх пар пĕрĕхтерсе килет. Лашисем çутă тимĕр-кăваксем, тытса чармалла мар, — çунатлă пекех явăнаççĕ. Сред. Юм. Пĕрĕхтерсе те тохрĕ. Вылетел. || Болтать. Якейк. Мĕн пустой пĕрĕхтерен, ĕç çок-и мĕн?
Çавăн пекех пăхăр:
пĕрĕнче пĕрĕс пĕрĕскер пĕрĕх « пĕрĕхтер » пĕрĕхтеркĕч пĕрĕччен пĕрĕш пĕрашка пĕре