собир.
лицо, черты лицă
илемлĕ пит-куç — красивое лицо
пичĕ-куçĕ шыçăнса кайнă — у него все лицо опухло
лицо. Юрк. Пичĕ-куçĕ чисти ашшĕ пичĕ-куçĕ. Ib. Эй, ачам, мĕнтен куласси мĕнĕ, хам питрен-куçран кулатăп-çке, тесе калат, тет. Ib. Эй ун чухне хальхи пек пите-куçа илемлĕ хĕрсем пулман-ши? КС. Пичĕ-куçĕ пăхма çук. Одна харя чего стоит. Кан. Юлташсем килсе çитрĕç, пичĕ-куçĕсенче тусан. Ивановка. Вăл тухса кайсан, анне ман пите-куçа хăй чипертерех çуса, таса кĕпе-йĕм тăхăнтарчĕ, çӳçсене турапа якаткаларĕ. Сред. Юм. Ирхĕне пит-куç çумасăр ĕç тума тытăнмаççĕ (пока не умоются, не принимаются за работу). N. Пит-куçăм кутăруçăн кушăхса кайрĕ (во время пашни, жатвы). Орау. Пит-куç пĕçерет паян: те сивĕ çĕртен (сивĕрен) кĕнĕрен, темскер пит-куç пĕçерет. Ib. Вăтанса пĕтĕм пит-куç пĕçерсе карĕ. N. Телейлĕ пурăннă çинчен кăмăл савăнăçĕ пит-куç çуттинчен палăрать, ăслă сăмах, ăслăласа каласси тăрăшса шухăшламасăр пулмасть.
Çавăн пекех пăхăр:
пит уç Пит хĕрли пит-çăмарти пит-çăмарти шăнни « пит-куç » Пит-тури пит-шăли пит-шăлли пит-шăмми Питăпай