(пумэл'ккэ), поминки. Аттик. Пирĕн таврари чăвашсем: вилнĕ çын пирĕн патăртан пумелккине тумасăр уйăрăлса каймасть, теççĕ. Вăл пумелкке тăваччĕн пирĕн пата кашни çĕр хăнана килет, теççĕ. Ib. Çиччĕшĕнчен кайран тин пумелккине тăваççĕ. Пумелккене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Чухăнтараххисем вилни виç эрне иртсенех тăваççĕ, пуйтараххисем çич-сакăр эрнерен тин тăваççĕ. Арçын вилĕ леш тĕнчере те кунти пекех лашапа çурет. Хĕрарăм вилĕ ĕне-сурăхпа çӳрет, теççĕ. Çавăнпа пумелккере, арçын вилĕ пулсан, лаша е тиха параççĕ. Хĕрарам вилĕ пулсан, пăру е сурăх параççĕ. Ib. Вĕсем пумелккине тăваччĕн вилнĕ çын лештĕнчере çын çăмне çыпçаймасть, теççĕ. Пумелккине тусан тин леш тĕнчере вырăн парать, теççĕ. Ib. Вăл пумелкке выльăхне ахаль выльăха пуснă пек сĕре (= зря) пусмаççĕ, ăна пусас умĕн пĕри укăлча тул ăшне тухса, масар еннелле пăхса, вилнĕ çын ятне кала-кала акă çапла чĕнет: эй (ятне калать), сана çӳрен тиха паратпăр (тиха пусаççĕ пулсан), илме кил! тет. Тихине вара тин пусаççĕ. Пуçтарăнса çитсессĕн, вара вилле, пумелккене чĕнме тесе, масар çине хĕр-туя кайнă пек лаша кӳлсе, мăшăр хăнкрав çакса, пĕр витре сăра, пĕр штав эрех исе, çич-саккăрăн ларса каяççĕ. Вĕсем, масар çине çитсен, туртса кăлараççĕ сăрапа эрехе те, ĕçе-ĕçе вилле акă çапла чĕнеççĕ: эй (ятне калать), сана сăрапа, эрехпе чĕнме килтĕмĕр, айта пумелккене, санăн тую валли çавна-çавна илтĕмĕр, çавна-çавна турăмăр, ĕçсе çиме пыр! теççĕ те, ĕçсе ярайман эрех-сăрана тăкса хăварса, киле тавăрăнаççĕ. Килте вара тин пумелкке пуçланса каят.
Çавăн пекех пăхăр:
пумаклан пумашнăй пумашнăй пир пумашни « пумелкке » пумилкке пумушчăк пун пуна Пунас