Шырав: пӳл

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
загораживать, перегораживать, преграждать, перекрывать
çула пӳл — загородить дорогу
пĕренесемпе пӳл — загородить бревнами
пӳлĕме пӳлсе уйăр — перегородить комнату
алăка хăмапа пӳл — загородить вход досками
шыв пӳл — запрудить речку
пӳлсе ларт — 1) перегородить 2) запрудить
2.
перебивать, прерывать (кого-л.)
сăмаха ан пӳл! — не перебивай!
пӳлмесĕр итле — слушать не перебивая
пӳлсех ыйт — спросить, перебив говорящего
пĕр-пĕрне пӳлсех калаçаççĕ — они говорят, перебивая друг друга
3.
обкладывать, окружать
кашкăра пӳлсе ил — обложить волка
эпир вĕсене пӳлсе илтĕмĕр — мы их окружили

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

загородить, перебивать
лашана пӳл — загороди лошади дорогу
ан пӳл ман сăмаха — не перебивай мои слова

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

неизв, сл. Отсюда: Пӳл орапа.
судить (о судьбе). К.-Кушки. Пире пӳлмен пулмалла, çухалчĕ (о скотине). Ерк. 117. Пӳлĕх пӳлсе упрасан, вырăс турри чарас çук.
(пӳл'), загородить. Янтик. Тăвайккинче юр ишĕлсе анчĕ те, çула пӳлсе хучĕ (пӳлчĕ). Юрк. Маччи хăмисемпе, урай хăмисемпе пӳрчĕ вырăнне (усадебн. место), урам хĕррине, пӳлсе хурат. || Перебивать, оборвать. Шибач. Каласси, тет, каласа кăтартăп, тет, кам та кам, тет, мана пӳлет, тет, çирĕм пилĕк, тет, котран çапас, тет. Б. 13. Ваттисем калаçнă чух вăсен сăмахне ан пӳл. Ачач 102. Чăнах çамрăксене апла пӳле-пӳле лартмашкăн пысăккисене мĕнле ăрасна права пултăр-ха? Орау. Çынна пӳлсе, трук каласа татать вăл. Çĕнтерчĕ 16. Илякка вĕсене пӳлет. Ск. и пред. 40. Акă пĕр ушкăнта пĕри калаçат, ыттисем пурте шăпах итлеççĕ, сăмах хушса пĕри те пӳлмеççĕ. || Отрезать (путь), окружить. Ашшĕ-амăшне. Сăмьюн, унăн çулне пӳлсе илсе, каллех ӳкĕтле пуçланă. N. Вăл хам умри çула пӳлсе хучĕ. Якейк., Чертаг. Эпĕр лешсене пӳлсе илтĕмĕр. Мы отрезали им дорогу. N. Эпир упа тытакансенчен: упана халĕ пӳлсе илме пулать-и? тесе ыйтрăмăр. Сёт-к. Токмака аран пӳлсе илнĕ (загородили дорогу волку). || В перен. см. Кан. Хамăр тĕттĕмлĕхех пурнăç çулне пӳлсе пырать.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

бүләргә

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«загораживать», «перегораживать», «запруживать»; пӳлĕм «перегородка», «комната»; башк., тат. бӳлбӧл, алт. В, хак. пӧл, узб. бул «делить», «разгораживать», «отгораживать», «отделять», «перегораживать».

Çавăн пекех пăхăр:

пӳкнек пӳкрешке пӳкрешкеллĕ пӳктер « пӳл » Пӳл орапа пӳлĕ пӳлĕ-силĕ пӳлĕ-сӳлĕ пӳлĕççĕ

пӳл
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
3 саспалли
 
Семçе сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150