сĕрен — старинный весенний праздник изгнания злых духов из селения
сĕрен ачисем — юноши — участники обряда сĕрен
◊
сĕрен хулли — диал. верба
праздник, (празднуется пред пасхой)
сĕрен халăхĕ — народ, участвующий в сĕрене
сĕрен чуп — справлять сĕрен
вид, облик, подобие. Завражн. Хăççан сана çын сĕренĕ кĕрĕ-ши? Когда ты примешь человеческий облик? (Укор). См. сĕрелте.
назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.
уст.— название обряда изгнания из деревни покойников, явившихся в калăм кун (см.) погостить некоторое время у своих родственников; тюрк. сурен — боевой клич, воинственный крик, соответствующий русскому ура!, кирг. сӳрӧн — боевой клич; казах. диал. сӳрен «крик», «шум», «тревога»; чаг. сӳрэн — страшный крик, производимый войсками, ставшими друг против друга и вызывающими к бою (Будагов 1, 642), узб. С суран — крик, гик воинственный: „Смотр войска Тимуром (в 1391 г.— В. Е.) продолжался два дня с утра и до 6 ч. вечера и кончился боем барабанов и военным криком «сурен» (В. Г. Тизенгаузен. Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды, 1948, т. II, стр. 162, 169, 176 и др.); КБ сӳр «прогонять»; уйг., азерб., туркм., тур., тув., хак., алт. В (конд.) сӳр, узб. сур «гнать»; башк. hӧргӧн «ссылка». Следовательно, сĕрен — настоящее причастие, означает «изгоняющий», «прогоняющий».
Çавăн пекех пăхăр:
сĕрем апленки Сĕрем йоман кочĕ сĕрем кĕперри Сĕрем-той « сĕрен » сĕрен çăмарти сĕрен кĕперри сĕрен патакки сĕрен халăхĕ сĕрен хулли