1.
сильный, здоровый, крепкий
сильно, крепко
сатур çын — здоровый человек
лаша сатур туртать — лошадь тянет сильно
2.
смелый, храбрый, отважный
смело, храбро, отважно
совет салтакĕ çапăçура сатур — советский воин храбр в бою
вăл сатур пăхать — он смотрит смело
3.
пылкий, задорный, горячий
пылко, задорно, горячо
унăн кăмăлĕ сатур — у него горячий характер
ĕçе сатур тытăн — энергично взяться за дело
4.
настойчивый, упорный
настойчиво, упорно
(садур), сатор (садор), здоровый, крепкий; смелый, настойчивый, храбрый. КС. Баран. 68. Сатур хăтланнăшăн ăна парне панă. N. Пулаймарăм сатур çын. Хочаш. Сатор — чăрсăр, пит хăюллă çын. Альш. † Хамăр сатур — сиен тăваймаç. Ib. † Ачи маттур, хĕрĕ сатур: явлăк парса выляç-çке. Ib. † Елшел хĕрĕ те —сатур кам: сиксе утни сисĕнмес. Тайба-Т. † Уксаххи, чăлаххи пирте çук, матурпала сатурри пирте пур (о девушках. Хĕр сăри юрри). Ст. Шаймурз. † Çуралтăмăр матур, пурăнтăмăр сатур. Рак. † Маттур кăна пултăм, сатур ӳсрĕм, выляймарăм кăмăлăм туличчен. N. Ĕçе сатур, работящий. Рак. Трахвин питĕ сатур ĕçлеме: ăна ĕçлеме илсе кайсан, ху та ĕçе сисместĕн. Юрк. Ăна пăхнă çĕрте шăллĕсем иккĕш те ĕçе пит сатур çынсем пулнă. Янтик. Айта сатуртарах ĕçле! Ib. Ну ытла сатур ĕçлерĕмĕр ĕнтĕ, анана кăнтăрлаччен пĕтертĕмĕр.|| Храбро, смело. || Здорово, сильно. О сохр. здор. Ку çын çиессе те сатур çиет, ĕçлеме те сатур ĕçлет пулĕ, теççĕ. N. Сатур ĕçлетпĕр. Ядр. Лаша сатур туртать (везет настойчиво). Ib. Çын сатур ĕçлет (настойчиво). Алших. † Вăйçă сатур каласан, тантăш лайăх хумханат. (Хĕр сăри). N. † Вăйă сатур калакан — Каша хĕрĕ мар-ши çав. || Насильно. Сред. Юм. Хам кĕресшĕн те марччĕ, сатôрах илсе кĕчĕ, Ib. Хам илес мар тенĕччĕ, сатôрах парса ячĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
саттур Саттус сатука сатука çырми « сатур » сатуратор сатурлăх сатурлан сатурлантар сатурлат