1.
пошатнуться, покачнуться
накрениться (вбок)
машина сулахай енне сулăнчĕ — машина накренилась на левый бок, влево
енчен енне сулăнкала — качаться из стороны в сторону
2.
склоняться, гнуться, пригибаться
йывăç çĕрелле сулăннă — дерево склонилось к земле
3.
скатываться, скользить вбок
çуна сулăнка сулăнчĕ — сани занесло в ухаб
4.
отклоняться, сбиваться с пути
çултан сулăн — отклоняться с дороги
5. перен.
уклоняться, впадать в уклон
оппортунистсем сылтăмалла сулăнаççĕ — оппортунисты уклоняются вправо
5.
клониться, опускаться (о солнце)
хĕвел каçалла сулăнчĕ — солнце клонится к закату
кăнтăрла сулăнсан — после полудня
7.
близиться, приближаться к чему-л.
завершаться, идти к концу
пуху вĕçнелле сулăннă — собрание близится к концу
вăл утмăлсенелле сулăннă — он приближается к шестидесяти годам
8.
склоняться, быть склонным к чему-л.,
отдавать предпочтение
вăл ытларах математика еннелле сулăнать — он болыне склоняется к математике
9.
слоняться, шататься, болтаться (без дела)
ĕçсĕр сулăнса çӳре — слоняться без дела
◊
вăйран сулăн — обессилеть, лишиться сил
халтан сулăн — обессилеть, лишиться сил
качаться
склоняться
кăнтăрла сулăнсан — после полудня
сулăнкалан, сулкалан — качаться
размахиваться. Бес. чув. 2. Вăл ĕричак сулăнмассерен (при каждом взмахе) çавăрăна-çавăрăна пăхать те, чĕтĕрекелесе тăрать. || Клониться. Бел. Çавăн чухне ирхи апат вăхăтĕнче тухса кайнă çын пилĕк çухрăма хĕвел кăнтăрларан каçаллана сулăнсассăн тин хăнана çитмелле пулчĕ. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла (на рыбалку) кайрăмăр. N. Кăвакăн-кăвакăн пĕлт хăпарать, кай енелле сулăнать. О земл. Йывă шăтсан, калчасем пĕр-пĕрне тăвăрлаççĕ, çĕрелле сулăнаççĕ. Якейк. Каçалла солăннă (= летом часов в 5—6, а зимою в 2—3). N. Тĕттĕм сулăннă, сумерки. || Раскатываться на раскате. Султангул. † Сĕнĕ çуна кӳлтĕм те çула тухрăм, çунамçăм сулăнчĕ те, ай, юр тулчĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм сар лаша, сикрĕ-ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. N. † Çони солăнать солнăк енелле (по уклону раската), эпир хамăр çавнашкал, ĕçкĕ енелле солнатпăр. N. † Çырма хĕррипеле пынă чух çунам сулăнасран чунăм çук. || Слоняться. Ст. Яха-к. Шăпăрçăпа парапан çапаканнисем çук пулсан, сĕрен халăхĕ вара ахалех сулăнса çӳрет. Сĕт-к. Апат шыраса солăнса çӳреççĕ. || Направиться. Юрк. Хăйĕнĕ пур чухне кирек кам та юта сулăнас çук. Кан. Улатăр вăрманĕсенчи кашкăрсем кунталла сулăннă. Баран. 4З. Ăлавсем иртсе кяйсан, кайăк (заяц), çул урлă каçса, майĕпе анкартинелле сулăннă. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек. Изванк. Çак ача, вăл кăçал салтака сулăнтăр (чтобы ушел) тесе, тем чул ылханакансем (зложелатели) пулĕ. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). М. Сунч. Вара, выляса чăрансан, пурте килелле сулăнаççĕ. N. † Икĕ старик орам тăрăх отаççĕ: ста ĕçкĕ, онталла солнаççĕ. Шурăм-п. Çамрăккисем килелле сулăна пуçларĕç. Вĕсем хыççăн ваттисем те кайрĕç. Альш. Кайрăм урам тăршшĕпе, сулăнтăм тăван еннелле. Сунт. Тĕрĕс, Петĕр, эс калани. Эс Хветюк патĕнче çыратăн-и? — терĕ Шикайĕвă. Петĕр Хветюксен пӳрчĕ енелле сулăннине курса. N. Упăшки калĕ: ман санпа мĕн туса ларас? эсĕ çырăва пĕлместĕн, тийĕ. Вăл (он) вара килтен тухса сулăнĕ. || Иметь желание, иметь надежду. Б. Аккоз. Сана корасса солăнманччĕ. Не надеялся увидеться о тобой. (У других скажут: сана курасса та сунманччĕ). Кн. для чт. 107. Çурисем амăшне кĕтеççĕ, кĕтсе илессĕн сулăнмаççĕ. || Шататься, качаться. N. Хурăн сулăнса кайнă (пошатнулась). Сĕт-к. Çав пачкалăка пĕкĕ пемелле: тем çĕрех солăнса карĕ. Орау. Сулăнса карĕ те, ӳкрĕ-вилчĕ. Ib. Сулăнса кайса ӳкрĕ те, çавăнтах пĕтрĕ. Зашатался и упал мертвым. Изамб. Т. Сĕве кĕпери урлă каçнă чухне кĕперĕ сулăна-сулăна каят (качается). Альш. † Пусмаран антăм — сулăнтăм, тăванăмсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Пазух. Алăкран тухăп — сулăнăп, атте-аннерен уйăрăлăп. || В перен. зн. — лишиться. N. Вăйран - халтан сулăннă. Юрк. Лаши мĕскĕн, вăйран сулăннăскер, нимĕн тума пĕлмесĕр, турта хушшинче çав пăркаланса пырат. Ау 110. Ку чысти вăйран сулăннă, тет, хăй чĕлхине кăларнă, тет, хӳрине аялалла тăснă, тет. Толст. Пĕр çухрăм пек кайсан, вăл пĕтĕмпе вăйран сулăннă, урисем тем пек сурнă. N. Енчен эсĕ сулăнса кайсассăн (если ты сбился с пути), ун çине шанчăк çук вара. Алекс. Нев. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем çине пăхса, вĕсемпе малашне мĕн пуласси çинчен шухăшласа, пĕтĕмпех йĕрсе сулăннă: чăнахах курайман тăшман пиртен туртса илĕ-ши вара вĕсене? тенĕ.
1. «клониться», «склоняться», «наклоняться»; 2. «шататься», «качаться»; «раскачиваться»; сулăнса çӳре «слоняться»; сулӧнкă «ухаб», «раскат»; тур. салын «качаться», «покачиваться на ходу»; тат. О салын «нагнуться», «повалиться», «отвиснуть», «свешиваться»; башк. hалын «нагибаться», «отвисать»; хак. солын «слоняться»; тат. О салыу, башк. hалыу «раскат на зимней дороге», «ухаб». От сул «махать», «размахивать», «качать»; «кивать»; тур. сал «кидать», «бросать».
Çавăн пекех пăхăр:
сулăмлăх сулăмлан сулăмлантар сулăмсăр « сулăн » сулăнăк сулăнк сулăнкă сулăнкăлă сулăнкăлан