возвр.
1.
литься, выливаться, разливаться, проливаться
урайне шыв тăкăннă — на пол пролилась вода
сĕт вĕресе тăкăнать — молоко бежит
2.
сыпаться, высыпаться, просыпаться, рассыпаться
михĕрен тулă тăкăнать — из мешка сыплется пшеница
сĕтел çине çăнăхтăкăннă — на стол просыпалась мука
тăкăнса кай — 1) пролиться, разлиться 2) высыпаться, просыпаться
3.
падать, осыпаться
панулмисем çĕре тăкăнаççĕ — яблоки падают на землю
мăйăр тăкăнать — орехи осыпаются
çулçă тăкăнни — листопад
тăкăнса пĕт — 1) высыпаться, просыпаться полностью 2) осыпаться совсем
4.
выпадать, вылезать
çӳç тăкăнать — волосы лезут
5. перен.
погибать, вымирать (о людях)
мĕн чухлĕ халăх тăкăннă! — сколько народу погибло!
6. разг.
потратиться, истратиться, издержаться
çипуçпа тăкăн — потратиться на одежду
литься, выливаться, проливаться; сыпаться, осыпаться, падать. Баран. 139. Çырмасем ĕмĕр-ĕмĕрех тинĕселле юхаççĕ, çапах тинĕс тулса тăкăнмасть. Пухтел. Кăвас тăкăнса пĕтнĕ. Тесто ушло. ПВЧ 131. Юри кайрăм вăрмана çулчĕ-çулчĕ тăкăнса пĕтнĕ чух. N. Хирте тырă тăкăнса выртать (осыпается). N. Йывăç çинчен йор тăкăнать. N. Тĕк-мамăк тăкăнни. N. Тăкăннă иккен хĕрлĕ улми çилпелен. О сохр. здор. Çав хупăланса юлнă чечек вара, пĕр виç-тăват кун тăрсан, тăкăнат. ЧП. Нуммай лармĕ, час тăкăнĕ (сар чечек). N. Нарута чавсапа тĕртсе ярса нарут пĕтĕмĕшпе тăкăннă, тет. (Из сказки). Сред. Юм. Ыраш тин çиç ешлĕччĕ, пĕр май уяр полчĕ те, тавна тăкна пуçларĕ. N. Ыраш, тутти, тăкăнать, пĕр май çил тăрать. N. Камăн темĕн тĕрлĕ ылтăн-кĕмĕл тăкăнса выртать? N. Вĕсен кĕлечĕсем тăп-туллиех: хăшне пăхнă, вăл тăкăнса тăрать. О сохр. здор. Çав чирлĕ çынтан тăкăннă япаласем (при оспе)... Яргуньк. Çав кӳлĕ куçнă чухне пулăсам тăкăнса юлнă. || Выпадать, вылезать. Трахома. Куç-хупаххи шыçса кайнă, хăрпăхĕ тăкăнса пĕтнĕ. Ала 95. Ачин вара ури чĕрнисем пурте хăрса типсе тăкăннă, тет (от обморожения). || Валиться. Орау. Виçсĕмĕр те пĕр вырăн çинех тăкăнатпăр (о спанье). N. Эпир харăс-харăс пере-пере, тăшмансем утă çулнă пек тăкăнчĕç. N. Эх, мăн-тарăн çемйисем, тăкăнса юлчĕç Тилечер ялин варрине! N. Хамăр кил-йышĕпе сĕтел тавра шĕкĕр ларса тулнă. Тутах тăкăнмасть. Саккăрăн çав хамăр. || Слетаться на озеро (о птицах). || Расходоваться, тратиться, издерживаться. Юрк. Ахаль тăкăнса çӳренни анчах. Только бесполезные расходы (а толку нет). || В качестве вспомог. гл. Букв. 1904. Шăвăç хыçлă лайăх çунасемпе чĕннĕ хăнасем килсе тăкăнчĕç.
см. тăкăм.
(ты̆ҕы̆н), обод. Пшкрт. Хорачка. См. тукун.
түгелергә
1. «литься», «выливаться», «проливаться»; 2. «выпадать» (о волосах); МК, Замахш., тефс. XII—XIII вв., азерб., уйг. Син. тӧкӳл, тур., туркм. дӧкӳл, казах., к. калп. тӧгил, тат. тӳгел, кирг. тӧгӳл то же. От тӓк (см.).
Çавăн пекех пăхăр:
тăкăлтат тăкăлтаттар тăкăлти тăкăм « тăкăн » тăкăна тăкăнкала тăкăнтар тăкăнтерт тăкăнчăк