1.
журавль
журавлиный
тăрна карти — стая, вереница журавлей (в полете)
тăрна ташши — журавлиный танец
2.
то же, что тăрнай
◊
тăрна курăкĕ — бот. журавельник цикутовый
тăрна пăрçи — бот. 1) чина гороховидная 2) уст. вика
(ты̆рна), журавль. Н. Седяк. Тăрнасем çӳлтен кайсан, кĕр вăрăм пулать, аялтан кайсан — кĕске, теççĕ. Ир. Сывл. 28. Пĕлĕт çумпе картипе мăйне тăснă тăрнасем вĕçсе килеç еррипен. Изамб. Т. Тăрна тăрилле, тет. Хăр. Паль. 28. Урисем, тăрнанни евĕрлĕ, вăрăм. Орау. Тăрна пек карăна-карăна тăрса пыраççĕ (то-и-дело поднимают голову, встают; говорят о плохих жнецах). СТИК. Тăрна пек çӳрет (глупый). Сред. Юм. Тăрна пик тесе вăрăм, çинçе çынна калаççĕ (называют высокого и тонкого человека). Орл. II. 214. Кăнтăрла тăрна пек, каçпа хăма пек. (Çытар). || Глупый. Орау. Каланине сиссех кайимасть, тăрнарах пăртак (не понимает намека, глуповатый). || Назв. луга. Чув. Кулатки.
(тŏрн’э), журавль. Шибач. См. тăрна.
торна
«журавль»; тăрнаккай «верзила» (ср. пӳрнеккей); МК, Замахш. турна, уйг., узб., кирг., ног., кумык., карач., тур., ойр., хак. турна, тат., башк. торна, казах., к. калп. тырна, азерб., туркм. дурна, тув. дурьяа, якут. туруйа «журавль». Звукоподражательное слово.
журавль — grus [вăрăм мăйлă тата вăрăм ураллă пысăк вĕçен кайăк]; Даур тăрни даурский журавль — grus vipio; пуç кăшăллă тăрна венценосный журавль — baleorica regulorum; шурă тăрна белый журавль (стерх) — grus leucogeranus; сăрă тăрна серый журавль — grus grus; хура тăрна чёрный журавль — grus monachus; чиперкке тăрна журавль-красавка — anthropoides virgo; яппун тăрни японский журавль — grus japonensis
Çавăн пекех пăхăр:
тăрмашу Тăрмитун тăрмичак тăрн « тăрна » Тăрна çырми тăрна куçĕ тăрна мăйĕ тăрна нишĕ тăрна пăрçи