(тĕн)
1.
волоковое окно, оконце (в курных избах топившихся по-черному или в банях)
тĕнĕ пăкки — затычка волокового окна
2.
смотровое оконце
дьшовое окно в стене. Зап. ВНО. Тĕнĕ, отверстие с задвижкой в стене выше печи (в курных избах); открывалось во время топки для дыма, а после топки, если в избе замечался угар. N. Тĕнĕрен тухан кăвак тĕтĕм, çӳле каять, пĕлĕт пулать. Питушк. Тĕкĕ уç-ха. Лашм. Чӳречĕрсем çинче салат турăм, тĕнĕ тулашĕнче типĕтрĕм; мăйăр хуппи çинче пылантартăм, икел хуппи çинче йӳçĕтрĕм. N. Тĕнĕ — алăк çинче çӳлте тĕтĕм кайма; кăмака умĕнче, тĕтĕм кайма, пĕрене касса шăтăк тунă. Ск. и пред. чув. 76. Çутă кӳртмест нимĕн те тĕнĕ пек çеç чӳрече. А.-п. й. 4. Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ. Изванк. Унтан вара тĕнесене, вилнĕ çынсем ан пăхчăр тесе, ялта миçе ват çын вилнĕ, çавсене пурне те асăнса, унтан ан пăхăр, луччă алăкпа кĕрĕр тесе хупса питĕрсе лартрĕç. Хунă вăхăтра вилнĕ çын кĕлеткен курăнса тĕнĕрен пăхать те, ăна чĕрĕ çын курсан вилет тетчĕç, çавăнпа тĕнĕсене питĕрсе лартатчĕç. (Поминки). Чăвашсем 33. Çав пумилккене вилнĕ çынсем пит нумай пыраççĕ, терĕ. Ăна хăмăт виттĕр тĕнĕрен пăхсан, вăсем пурте курăнаççĕ, терĕ. Чураль-к. Ай пусăк пичи, пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет, çӳхеме те çисе ячĕ, такмакăма та çисе ячĕ, хама та çисе ярать. Баран. 8З. Пӳртĕн пĕр енчен çĕрпе тан туса тĕтĕм кайма тĕнĕ каснă. Ib. Тĕннин çӳлĕшĕ пĕр аршăн, вăл уçăлать те, хупăнать те. Сала 144. Ку пуртă илет те, тĕнĕ туса парать. СПВВ. МС. Тĕнĕ — кăмака çинчи сĕрĕм тухмалли шăтăк. СПВВ. ЕХ. Тĕнĕ — хура пӳртĕн стенине тĕтĕм тухмашкăн шăтарни. СПВВ. ФВ. Тĕнĕ — пӳрте стенана шăтарса пĕчик шăтăк тăваççĕ: вăт хутса çунтарсан сĕрĕм тухтăр тесе ăна уçса пăрахаççĕ. ЩС. Тĕнĕ — слуховое окно в черных избах. Изамб. Т. Ашшĕ-амăшĕ хăй килĕнчен кайнă чухне хăйĕн ачисене çапла каласа хăварат: астăвăр! килтен ниçта та ан кайăр; каç пулсан тула пĕччен и тухăр. Тĕнĕре калаçни илтĕнсен турчăкапа чышса çапла калăр: кунтан вăталăх тетесе кайрĕçĕ, çавăнта кайăр, кунта çук. Сред. Юм. Тĕнĕ или кошак чӳречи — алăк панчи пĕчик шăтăка калаççĕ. N. Тĕнĕ — вентилятор. СПВВ. ПВ. Тĕнĕ — форточка. || Дымовая труба. Баран. 17. Темиçе сукмак тăвать, темиçе тĕнĕ кăларать.
«вентиляционное отверстие в стене (в курных избах и банях)»; Замахш. тӳнглӳк, уйг. тӳнлӳк, узб. С, ойр., тув. тӳндӳк, алт. В, хак; тӳннӳк, тӳндӳк, тат. тӧлэн, башк. тӧнлӧк, тоңнек «дымовое отверстие вверху юрты или кибитки»; якут. тӳннӳк «окно»; ср. монг. и бур.-монг. тооно «крышка для дымового отверстия юрты». Происходит от слова со значением «дым», «дымить»; ср. перс. дуд «дым»; желт. уйг. тут «дымить»; см. тĕтĕм.
Çавăн пекех пăхăр:
тĕн хоппи тĕн-тĕнле тĕн-тĕшмĕш тĕнçе « тĕнĕ » тĕнĕ пăкки тĕнĕл тĕнĕллĕ тĕнĕр тĕне кати