1.
исправный, сохранный, целый, невредимый
исправно, в сохранности, в целости
тĕрĕс-тĕкел усра — хранить в целости и сохранности
япаласем пурте тĕрĕс-тĕкелех — все вещи целы
2.
благополучный, нормальный
благополучно, нормально
тĕрĕс-тĕкел кайса кил — сходить, съездить благополучно
тĕрĕс-тĕкел таврăн — благополучно возвратиться
исправный, сохранный, целый; исправно, в целости. Изамб. Т. Эсĕ пулăшнипе эпĕ тĕрĕс-тĕкел кайса килтĕм (сходил благополучно). СПВВ. Тĕрĕс-тĕкел тăратпăр. Изамб. Т. Хĕр ратнисем хĕрĕн ашшĕ-амăш патне кĕрсе: тĕрĕс-тĕкел тавăрăнтăмăр, теççĕ. СПВВ. ГЕ. Мĕн пур япаласенчен тĕрĕс пулсан, тĕрĕс-тĕкел теççĕ, Якейк. Выльăхне-чĕрлĕхне, ачине-пăчине, торă, тĕрĕс-тĕкел осра. (Моленье). Т. VI. 26. Выльăх-чĕрлĕхрен пур таврашне тĕрĕс-тĕкел усра. (Из моленья). N. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел тăрат, ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел пăхса тăр. (Из моленья чӳк). Изванк. Вилнĕ çынсем, есир чăх-чĕппе лайăх пăхса тĕрĕс-тĕкел усрăр. (Из моленья). К.-Кушки. Виçĕ хут пуççапса кĕл тунă, мĕн пур çемешĕн, выльăх-чĕрлĕхшĕн, кил-çуртпа тĕрĕс-тĕкел тăмала пултăр, тесе.
Çавăн пекех пăхăр:
тĕрĕнчĕк утти тĕрĕс тĕрĕс тăр тĕрĕс-тĕкĕл « тĕрĕс-тĕкел » тĕрĕс-тĕрĕс тĕрĕс-тĕрĕст тĕрĕсĕпе тĕрĕсĕр тĕрĕслĕ