I.
1.
частушка и частушки
такмак кала — петь частушки
такмак каласа ташла — плясать под частушки
2.
присказка
каламбур
такмак сап — усыпать речь присказками; каламбурить
3. уст.
заклинание, наговор
4.
речь старшего дружки на свадьбе
◊
виле такмакĕ — причитания над покойником
II. уст.
1.
такмак — кожаная сумка для гостинцев
2.
торба, переметная сумка
Кăмакара хытă такмак çакăнса тăрать. (Чĕре). — загадка В печи висит упругая торба. (Сердце).
◊
ухă такмакĕ — колчан для стрел
такмак чечек — бот. короставник полевой
кожанный мешок для калачей и пирогов. ЩС. Такмакпа кучченеç исе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмакпа çĕнĕ-çынсем амăшсем патне кучченеç чиксе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмак — сăран хутаç; ăна юри кучченеç чикме сăрантан çĕлесе тăваççĕ; унпа хурăнташсем патне кучченеçсем леçеççĕ. СПВВ. КМ. Такмак — кучченеç хутаççи. СПВВ. ТА. Такмак — сăранран кучченеç чиксе каймалли тăваççĕ. Ст. Чек. Туй ют яла кайнă чухне, чикре туй чарăнса, çăккăр, тăварсем, чăкăтсем çиет, ăна хуракан сăран хутаççа такмак теççĕ. Такмак икĕ хутаçлă пулат: пĕр хутаçĕ умра, пĕр хутаçĕ хыçра çӳрет, çаккине хулпуççи урлă яраççĕ. Ib. Мăн-кĕрӳ такмака çухатсан, такмака е ют туй çынни вăрлат, е хăйсен туй çынниех, е çур читвĕрт (водки), е читвĕрт лартат. НАК. Кĕрӳ хыççĕн кӳме çинчен мăн-кĕрӳ икĕ такмак кучченеçпе анать (по приезде в дом невесты). Етрух. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. (Сĕрен). Т. II. Загадки. Кăмакара хытă такмак çакăнçа тăрать. (Чĕре). Чураль-к. Сакайĕнче сар такмак çакăнса тăрĕ. (Пичкепе сăра, по другой отгадке — чĕре, т. е. сердце). || Употребляется и для других надобностей. Чураль-к. † Такмак çурă вĕт тĕнкĕ, халь кӳртем те, халь шутлам, мана апи ятлас çук. Латыш. Ачана хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. || N. † Ах, тантăш, хĕр кортăм, такмак котлă хĕр кортăм, тапас килсех карĕ-çке (так и захотелось дать эй пинка). N. Такмак котлă хĕрсене тапас килсе вĕлерет.
то же, что тукмак, дубина, колотушка. Шел. 77. Такмаксемпе кӳп те кӳп! Пĕтĕм çĕре кисретсе янраттарса яраççĕ. || В неизв. знач. АПП. Асатте пусрĕ ват лаша, мана пачĕ такмакне.
(такмак), народные стихи. Ст. Чек. Такмак — песни (стихи на татарский лад). Альш. Чăваш ачисем хĕлле пулсан урам тăрăх такмак каласа çӳреççĕ. Тет. † Такмак кала, тиетĕр, хăр та кала пĕлместĕр. Эсир кала пуçласан, тутăра тытса тăратăр. N. Хирте такмаксем калаççĕ, ташлаççĕ. N. Хĕрсем пурте юрласа такмаксем каласа çаврăнаççĕ. (Свадьба). || Стихи, в которых осмеивают жениха „хĕр-çуммисем“. Альш. Унтан тата ача-пăча „такмак“ таврашĕ вĕренет ватăсенчен. || Речь старшего дружки (мăн-кĕрӳ) на свадьбе, в доме родителей невесты. См. Магн. М. 209, К. П. Прокоп. Брак у чув.; Н. Я. Золотов. Краткий очерк нар. поэзии чуваш.
такмак
«частушка»; тат., башк., кумык. такмак «частушка», «прибаутка рифмованная»; казах. такпак «частушка»; хак. тахпах «короткая лирическая песня». Из так-мак!—подражания равномерной №ударяемости и ритмичности строя частушек.
«кожаная сумка»; ср, мар. такмак то же. Слово неизвестного происхождения.
сăран хутаç. <…> тата çĕнĕ эреке кивĕ такмака (сăран хутаçа) тултармаççĕ: тултарсан такмакĕ çурăлать те эрекĕ те юхса тухать, такмакĕ те сая каять [Господа 1890:19].
Çавăн пекех пăхăр:
таклаттар таклашка таклух такма « такмак » такмак çăмарталă такмак нишĕ такмак хăртни такмак чечек такмак-сăвă