толокно
толоконный
тинкĕле пăтти — толоконная каша
тинкĕле çăнăхĕ — толокно, толоконная мука
тинкĕле кĕрпи — толокно, толоконная мука
◊
тинкĕле курăкĕ — бот. толокнянка
(тин’гэ̆лэ), толокно. Юрк. Тинкĕле пит тутлă япала, ăна пирĕн енче пит ăста пĕçереççĕ. Пăри кĕрпине, çуртарнине, тепĕр хут авăртса çăнăх пек тăваççĕ. Çав çăнăха вара хуранти вĕри шыв çине ярса, пит лайăх кăна пăтратаççĕ. Тинкĕлене çăра пĕçереççĕ, ăна вара, ĕлкĕрсен, сарă çупа çиеççĕ. Типĕрен уйранпа е сĕтпе çиеççĕ. Сред. Юм. Тинкĕлене ôрпаран, тôлăран, хора-тôлран, пăрирен, ырашран хотăштарса тăваççĕ. Малтан ăсĕне (= вĕсене) шӳтереççĕ, вара типĕтеççĕ те, шôлтра (крупно) авăртаççĕ. Ib. Тинкĕле йôрнă чохне малтан шывне вĕретеççĕ те, тинкĕле çăнăхне çав вĕренĕ шыв çине ярайса явăштараççĕ, вара çиеççĕ. СПВВ. Т. Тинкĕлене сĕлĕ çăнăхĕнчен тăваççĕ. N. Тинкĕле çăнăхĕ авăртса. ТХКА 111. Матюк аппу ăна тинкĕле юрса çитерет. Ib. Тинкĕлене уйранпа сыпа-сыпа çиет вара. Ib. 29. Тинкĕле юрма, яшка, пăтă, çăмах пĕçерме те пит ăста шăл. СПВВ. † Шыв çине арман лартман пулсан, çиеймĕттĕмĕр эпир тинкĕле. Сунч. † Анатра та арман пулман пулсан, çияймăттăм тинкĕле. („Тинкĕле = пăтă“). Шел. 21. Сĕлĕ çăнăх пĕçерсе тин тинкĕле тăватьчĕç. Сенчук. † Инке тинкĕле пăтратать, тинкĕлипе перкелет. Вомбу-к. Тинкĕлесем çук.
Çавăн пекех пăхăр:
тинкĕл тинкĕл тĕнкĕл тинкĕл-тин тинкĕл-тинкĕл « тинкĕле » тинкĕли-тенкĕли тинкĕлтет тинкĕлтеттер тинкĕр тинкĕссĕр