то же, что тирпейле
(-л’э), приводить в порядок, прибирать. Сред. Юм. Эс япаласене чипер типтерлесе пуçтарса хôр. Кан. Кайса пăхан пуль, типтерлемеллине типтерлемелле. Шурăм-п. Аннене пулăшĕччĕ, пӳрт ăш типтерлĕччĕ (она). N. Хăй пурăнăçне хăй типтерлемелле пулать. Аттик. Пурне те типтерлесе çитерсессĕн, виçĕ хуранпа пĕçерме çакса яраççĕ. (Ӳчӳк). НТЧ. Çав çимĕçсем пиçсе тухсан, вĕсене çупа сĕрсе. Чипер еречĕпе типтерлесе хураççĕ. Вĕлле хурчĕ 25. Кĕркунне, хуртсен тулта ĕç пĕтсессĕн, юлашки ăшă кунсем çите пуçласассăн, хуртсене хĕл каçма типтерлес пулать. || Хоронить. Арçури. Авалхи çынсен йăллипе типтерлесе пытарĕç. || Съедать. Сред. Юм. Кокăля эпир типтерлесе хôтăмăр ôна. (съеди). || Пересушивать. См. типĕт.
Çавăн пекех пăхăр:
типтер типтерлĕ типтерлĕн типтерлĕх « типтерле » типтерсĕр типтерсĕрлĕх типтерӳ типтерӳллĕ типчак