1.
разборчивость
прихотливость, привередливость
апат енчен унăн тиркев çук — он не привередлив в еде
2.
пренебрежение, неуважение
ватă çынна тиркев ан ту — не проявляй неуважения к старикам
3.
изъян, недостаток (то, к чему можно придраться)
тиркев тупаймарăмăр — мы не нашли к чему придраться
разборчивость, разбор. ПТТ. Витĕрин (ведро) пĕчĕкки-пысăкки тиркев çук (все равно: маленькое или большое), анчах çав хĕр витре шучĕ пултăр. Мĕнле пуçлани тиркев çук, ахаль хай, пĕр (раз) çавăнтан пуçлама вĕреннĕ те, тек (всĕ, всегда) çапла пуçлаççĕ. (Сĕрен). Янш.-Норв. Пимулла старик пăттине валеçсе пĕтерсен, вĕсем ăна унтах çимеççĕ, киле илсе тавăрăнаççĕ те, кил-йышĕпе ларса çиеççĕ. Шӳрпине тиркев çук, çавăнтах антарса: çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, ларса çиеççĕ. || Каприз.
Çавăн пекех пăхăр:
тиркĕлĕх тиркас тиркаслу тирке « тиркев » тиркевлĕ тиркевлĕ; критическая статьи в газете хаçатри тиркевлĕ статьи; критически выступить на собрании пухура тиркесе калаç тиркевлĕн тиркевсĕр тиркевсĕрлĕх