обод (колеса)
вакун урапин тукунĕ — обод вагонного колеса
юман тукун — дубовый обод
тукун ав — гнуть ободья
тукун татăлчĕ — обод лопнул
(тугун), обод. Н. Седяк. Изванк. Çитмĕл те çич урапа тукунĕ. (Из наговора). Ст. Чек. Тукун парлантарма парник тăваççĕ: çĕр алтса пура яраççĕ, калит тунă кирпĕчĕрен ун ăшне кăмака хываççĕ; кăмакине парлантарма тукун йывăçĕсем (çуннă йывăçсем, тăватă кĕтеслĕ, икĕ енин сарлакăшĕ пĕр пек, икĕ хире-хирĕç енин пĕр пек мар) хураççĕ. Парлантарса (пĕçерсе) кăларсан, тукун йывăçсем аваççĕ. Авма пĕр юпа лартнă, юпа çине хулăн йывăç тăхăнтарнă. Йывăçне хĕрринчен картнă. Тукун пуçне хĕстермелли вырăн пур; пĕр пуçне хĕçтереççĕ, тепĕр пуçĕнчен тытса аваççĕ; тукун хыçне, çине, шина хураççĕ, пĕр пек авăнтăр тесе, крукпа çине тĕрентерсе аваççĕ. VS. Урапа тукунĕ çумне çыпăçтаракан тимĕр, шина.
«обод колеса»; кирг., узб. С тогун, казах., к. калп., ног. moғын, кумык. тоган, тув. дугуй (в вин. п. дугун), тат. тугым, башк. туғын «обод колеса».
Çавăн пекех пăхăр:
Туктамăш Туктар туктат Тукташ « тукун » тукунла тукунлаттар Тукшăм тукшан тул