I. (тӳр)
предлог, причина, случай, повод
эсĕ кунта мĕн тӳрĕпе? — по какому случаю ты здесь? как ты здесь оказался?
тӳрĕ кил —
1) случаться, удаваться, приходиться, приводиться
унпа курса калаçма тӳрĕ килмерĕ — мне не удалось поговорить с ним
2) угодить, угадать, подоспеть
туй вăхăтне тӳрĕ килтĕм — я угодил как раз к свадьбе
II.
1.
прямой, прямолинейный
прямо, прямолинейно
тӳрĕ йĕр — прямая линия
тӳрĕ урам — прямая улица
тӳрĕ кай — идти прямо
2.
стройный
стройно
тӳрĕ кĕлетке — стройная фигура
3.
правда, честность
правдивый, честный
правдиво, честно
тӳрĕ кăмăл — честность
тӳрĕ кăмăллă çын — честный человек
тӳрĕ сăмах — правдивые слова, правда
Тӳрĕпе кукăр килĕштереймеççĕ. — посл. Правда и кривда не живут в мире.
Ĕçне пĕл, тӳррине ан ман. — погов. Знай дело, да и правду не забывай.
4. перен.
открытый, откровенный, прямой, прямолинейный
открыто, откровенно, прямо, прямолинейно
тӳрĕ чун — открытая душа
вăл тӳрĕ çын — он человек прямой
5.
мирный, дружный
мирно, дружно
тӳрĕ пурăн — жить в мире, жить дружно
6.
спокойный, смирный
спокойно, смирно
тӳрĕ лар — сидеть спокойно
тӳрĕ тăр — стоять смирно
7.
непосредственный, прямой
тӳрĕ суйлав — прямые выборы
8.
анфас
тӳрĕ тата хăяккăн ӳкерсе ил — сфотографировать анфас и в профиль
9. лингв.
прямой
тӳрĕ дополнени— прямое дополнение
сăмахăн тӳрĕ пĕлтерĕшĕ — прямое значение слова
тӳрĕ пуплев — прямая речь
◊
тӳрĕ кĕтес — мат. прямой угол
тӳрĕ пилĕк — белоручка
тӳрĕре кăлар — оправдывать
суд ăна тӳрĕре кăларнă — суд его оправдал
халăх шанчăкне тӳрĕре кăлар — оправдать доверие народа
тӳрĕре тух — 1) оправдаться, быть оправданным 2) осуществляться, сбываться
унăн ĕмĕчĕ тӳрĕре тухнă — его мечта сбылась
(тӳрэ̆), прямой. ТХКА 59. Тата сирĕн тăрăхри ялсем тӳрĕ пушăтсене касса пĕтереççĕ. Апла çăка ӳсеймест, пӳртлĕх, кĕлетлĕх пĕренесем пулмаççĕ. || Честный, правдивый. N. † Тӳрĕ хĕре каччă сават. N. Анчах тӳрĕ, ăслă çынна, халăхшăн тăрăшакан çынсене суйлас пулать. N. † Тӳрĕ çын тӳрере: тӳрĕ пулса пулмарĕ, тӳрене кĕрсе пулмарĕ. Эпĕ тӳрĕ çинчен мана ылхансан та çитмĕ-ха. || Правый. || Прямо. Ст. Чек. Изамб. Т. Хĕрлĕ çырсене Елчĕке ярмаккана кайма çĕнĕ Ейпеçрен тӳрĕ. N. † Çӳл-ту çинчен çул анать, хапхийĕ тӳрĕ уçăлать. || Спокойно. В. С. Разум. КЧП. Вăл (аптраса) сценă çинче кулчĕ те, тӳрĕ тăмарĕ. || Мирно, дружно, согласно. Н. Байгул. Вĕсем арăмĕпе пит тӳрĕ пурăнайман. N. Ятне каламасан, тӳрĕ пурăнаймасть, теççĕ. Истор. Ашшĕ вилсен, вĕсем нумай тӳрĕ пурăнайман, час вăрçса пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. N. Пирĕнпе тӳрĕ тарăр! Янш.-Норв. † Икĕ касă хĕрĕ тӳрĕ пулсан, выляма лайăх, теççĕ. Сенг. Эпир унпа пит тӳрĕ пурăнаттăмăр. Юрк. † Арлă-арăм тӳрĕ пурăнсан, ĕмĕр иртни сисĕнмес. || Состоящий в любовных отношениях. N. † Ман тӳррине илекен хĕне кайтăр хĕрĕх çул. N. † Каяйрасчĕ çав вăя, пирĕн тӳри çук унта. Шурăм-п. Çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. N. † Ай-хай ача ĕлĕкхи тӳрри (ятне) пур, хапхи умне тăрса юлчĕ. (Свад. п.). Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм; ялта тӳрри порччĕ ман, мăн çын пĕлесрен порăнмарăм. Ib. † Ялта тӳрри порччĕ ман, кориман тăшман сивĕтрĕ. Никит. Марье тӳрри, друг, любовник Марии. N. † Сар ача çăмма ларсассăн: унпа тӳрĕ, ан тийĕр. N. † Эпир савнă туспа тӳрĕччĕ, тăшман пычĕ-сивĕтрĕ. N. Укçинепе тӳрĕ ача тӳртĕн тăрса макрать, тет. || Честно. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). || Откроенно, прямодушно. Янш.-Норв. Упта вара лешĕ тӳрех калать, суеçтерме юрамасть. Собр. Тӳрĕ калан тăванне юраман, тет. (Послов.). || Без дела. В. С. Разум. КЧП. Тӳрĕ çӳреме анчах-ĕçке, ĕçлеме пĕре те пултараймасть. || Прямизна. Шурăм-п. Хĕвел тӳрре карĕ. || Правда, истина, прямота. N. Усал çынсем ăна тӳрре вĕрентнĕшĕн кӳраймасăр вĕлерттернĕ. N. Эпĕ сана тӳррине каласа парам. N. Кĕвĕсем. Калăрсамăр, тăвансем, чăн тӳрриие: сирĕн чунăр кама та пит савать? N. † Çын хурласан та, эс ан хурлан, пĕр тусăм хăй курĕ тӳррине. || Цель. N. Тӳрĕ кӳреймерĕ. Не попал в цель. || Назв. злого духа. Т. VI. Ехвер Иванин, Утан çитăрăн тур хаяр тӳрри... Сехтийĕн тӳрри... Михеле хурт лартнă çĕрти тӳрĕ. См. йĕрĕх. Ст. Чек. Ăш чирĕ тӳрĕрен. Микушк. Тӳрĕ, дух; чирлĕ çынна çав тӳрĕ лекмен-и? Тяберд. Тӳрĕ — усал. Т. VI. Учук тунă çĕрти тӳрри. См. кĕл-илен. Ст. Чек. Кĕсен-çăпанпа асаплан(тар)акан тӳрре. || Исцеление? Панклеи. Кăрмăша тӳрре каятăп. Опан котне колта-полта тунă (говорит медведь, у которого лисица исцарапала зад. Сказка № 9).
туры, турыга
[tju;re]
rekta, rekte; honesta
тӳрĕ йĕр — rekta linio
тӳрĕ кай — iri rekte
тӳрĕ кăмăл — honest(ec)o
тӳрĕ кăмăллă çын — honesta homo
тӳрĕ лар — sidi trankvile
тӳрĕ кĕтес — rekta angulo
тӳрĕлен — rektiĝi
тӳрĕлентер — rektigi
тӳрĕлĕх — honesteco, sincereco
тӳрĕрен (= тӳррĕн) — rekte
sincere, malfermite
тӳрешке — liniilo
тӳрлет —korekti, rektigi
rimari
тӳрлетӳ — korekto
1. «прямой»; 2. «честный», «правдивый», «откровенный», «искренний»; др. тюрк. тӳз «ровный»; «справедливый»; уйг. тӳз «прямой», «ровный», «гладкий»; «правильный»; азерб., тур., туркм., тат. дӳз «гладкий», «плоский», «прямой», «ровный»; «равнина»; алт. В, хак., ойр. тӳс, кирг. тӳз «гладкий», «не имеющий шероховатостей»; «прямой», «стройный»; «стройность»; казах. тӳзӳ «прямой»; в некоторых языках имеет и переносное значение: «правдивый», «справедливый», «честный». Употребляется и в значении глагола: КБ, МК тӳз «править», «выпрямлять», «делать прямым»; Рабг. тӳз «сочинять»; тур. тӳз «приводить в порядок», «устраивать», «чинить», «исправлять»; во многих тюрк. яз. параллельно с тӳрĕ, дӳз, тӳс в том же значении употребляется заимствованное из араб. яз. слово догри: уйг. moғpu, узб. myғpu, азерб., тур. доғру, АФТ, туркм. догры, башк. moғpo, тура, кирг. туура, казах. тура, ног. тувра, к. калп., тат. туры «прямой»; «справедливый», «честный»; араб. догри «прямо», «напрямик».
«случай», «повод», «предлог», «причина», «возможность»; тӳрĕ кил «случаться», «удаваться», «улучать»; азерб. дӳз кәл, кирг. туура кел, казах. тура кел, узб. тугри кел, уйг. moғpu кәл, тат. туры кил, башк. тура кил, туркм. догры гел «прийтись», «случиться», «совпадать».
таса; закон тăрăх пурăнакан. Турă Амăшĕнчен Çурални вутлă кăмакари тӳрĕ (таса) пурăнăçлă ачасене çăлнă <…> [Церковные 1883:68]; çыру çинче тӳрĕ (закон тăрăх пурăнакан) çын хăй ĕненнипе чĕрĕ пулĕ тенĕ пек, çав хыпарта ĕненнĕçемĕн ĕненнипе Туррăн тĕрĕслĕхĕ уçăлса пырать [Послания 1903:42].
Çавăн пекех пăхăр:
тӳр кутлă тӳр пилĕк тӳр пул Тӳр-хăва лупашки « тӳрĕ » тӳрĕ çӳрекен тӳрĕ кил тӳрĕ кӳр тӳрĕ пилĕк тӳрĕ пул