Шырав: урлă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
поперечный
поперек
урлă кĕлет — амбар, построенный поперек улицы
урлă пăчкă — поперечная пила
урлă каçа — 1) поперек 2) во всю ширину
урлă май — поперек

Урлă выртана тăрăх та çавăрмасть. — погов. Он даже не повернет вдоль то, что лежит поперек. (соотв. Палец о палец не ударит).
2. диал.
запор, засов
3. послелог
через
çырма урлă каç — перейти через овраг
икĕ кун урлă — через каждые два дня
4. послелог
через, посредством кого-л.
ун çинчен вăл пиччĕшĕ урлă пĕлтерчĕ — он известил об этом через своего старшего брата
5. послелог
вопреки, против
ашшĕ урлă иртеймест — он не может поступать вопреки воле отца

урлă пуртă — мотыга
урлă сăмах — слово, сказанное наперекор, возражение
урлă ура — косолапый
урлă урам — переулок
урлă хăлха — лопоухий
урлă шăл — коренной зуб
урлă пăх — недолюбливать (букв. смотреть косо)
урлă пул — поссориться, повздорить
урлă пурăн — жить в несогласии
урлă пыр — перечить

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

орлă (урлы̆, орлы̆), через, поперек; за, из-за. Юрк. Çулпа пынă чухне, çул çинче пĕр тарăн çырма урлă хывнă кĕпер урлă каçмалла пулать. Скот. леч. 26. Çăварне лайăхрах уçтарасшăн выльхăн чĕлхине кăларса, çăварне урлă патак хыптарма кирлĕ. Бурунд. † Пире çырнă çын ачи инçе те мар, ял урлă. Тайба. † Ама кăвакал пăр урлă, çаврăнасси кӳл урлă; пирĕн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. N. Ву (оно) пирĕн ялтан çырма урлă. N. † Эп савнине çын савсан, чунăм епле чăтрĕ-ши? Чăтаймечĕ — çын урлă. Юрк. Вĕсем урлă. N. † Кукăр-макăр юмана касăр-прахăр çул урлă; леш. кассенен хĕрсене кларар-ярăр ял урлă. М. Чолл. Виçĕ патшалăх урлă, пĕр патшан хĕр пур. Т. VI, 65. Ашапатман карчăк килнĕ, Атăл урлă, тинĕс урлă, уй урлă, вăрман урлă. Вĕретĕп, суратăн, тух, куç! Коракыш. Атăл урлă юман касăп, турпасси кунта кисе ӳкĕ. (Салтак хут яни). Ст. Айб. Пирĕн савнă тусăмсем ял урлă, курса калаçасчĕ çын урлă. Ал. цв. 3. Тата эпĕ тинĕс урлă пурăнакан çынна пĕлетĕп, вăл мана çав куçкĕские тупса парĕ. IЬ. Тинĕссем урлă кӳнĕ хаклă йышши таварсем. Регули 1310. Шу орлă ишрĕ. Карта орлă сикрĕ. || Употребл. и в временном значенни. N. Пĕр каç урлă хурала (в караул) каяппăр (через вечер, т. е. раз в два вечера). N. Унтан вара тепĕр каç урлă е ик каç урлă хуçисем патне татах ик-виç пĕçерекен арăмсем пуçтарăнаççĕ, ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. N. Эрне урлă ярах тăр (письма). || Выражает посредство. Н. Карм. Ун урлă (с ним) Сире пит пысăк салам яратăп. || Сред. Юм. Пиччĕш орлă иртеймес-ха çав. Без позволения брата не может делать важного дела. || Поперек (наречие). Чуральк. Шур вăкăрăн тир урлă. (Хурăн). Хора-к. Çын япали орлă выртсан, тăрăх çавăр (= ху ан тив). Ст. Айб. Ахаль тăраччен, урлă выртакана илсе пăрах, теççĕ. (Посл.). Сред. Юм. Орлă выртана тăрăх та çавăрмас (ничего не делает). N. Орлă выртакана тăрăх çавăрса хор, тиççĕ. Янтик. Урлă выртана тăрăх исе хумастăн. (Так говорят про человека, который ничего не делает). Собр. Уйăх çути çап-çутă, урăрсене урлă ан пусăр. || Поперечный. Собр. Айван çыннăн пуртă, аври урлă, теççĕ. Абыз. Хĕрĕх юман айĕнче хĕр вăрласа тухрăмăр, урлă çăка айĕнче ура сырса тухрăмăр. (Мы обулись под липой, склонившейся поперек дороги.) Абыз. || Косой (о ноге косолапого). В. Олг. † Он та ори орлăрах. N. Эпир унпа урлă карăмăр (поссорились). N. Вĕсем урлă карĕç-ха паян.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

1. аркылы 2. аша

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[urlo]
trans, tra
урлă сăмах — kontraŭvorto, kontraŭparolo
урлă ура — bulpieda
урлă урам — strateto
урлă шăл — molaro
урлă пăх — malsimpatii, ne tre ami
урлă пул — kvereli, esti malsimpatia
карта урлă сик — salti trans la barilo
кĕпер урлă каç — transiri ponton
урам урлă каç — transiri straton
урлă-пирлĕ — transverse, kruce
урлав — transversaĵo
урлаççи /урлашка — transversa trabo
урлăн — transvere
урлăш — larĝeco

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«поперечный», «поперёк», «через»; урлă-пирлĕ «вдоль и поперёк», «в беспорядке»; башк. аркыры «поперёк», «через»; тат. аркылы «поперёк», «поперечный»; «через», «посредством»; тат. арлы-бирле, кирг., казах., к. калп. арлы-берли «взад и вперёд», «туда и сюда»; башк. арлы-бирле «кое-как».

Çавăн пекех пăхăр:

урегулировать уреми уретник Урине « урлă » урлă кĕлет урлă пир урлă пушăт урлă сак урлă-пирлĕ

урлă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150