1.
гнать
выльăх хăвалакан — погонщик, гуртовщик
кирлĕ мар шухăша хăвала — отгонять ненужные мысли
хăваласа кай — угнать
выльăх хăваласа кайни — угон скота
хăваласа кăлар — выгнать
хăваласа кĕрт — загнать куда-л.
сурăхсене картишне хăваласа кĕрт — загнать овец во двор
хăваласа кил — пригонять, гнать сюда
хăваласа салат — разогнать
çил пĕлĕтсене хăваласа салатрĕ — ветер разогнал тучи
хăваласа яр — отогнать, прогнать
тăшмана хăваласа яр — изгнать врага
Вĕт халăх кĕтӳ хăвалать. (Шăпăр). — загадка Маленькие люди стадо гонят. (Метлă).
2.
преследовать, гнаться
кашкăра хăвала — преследовать волка
кайăк хыççăн хăвала — гнаться за зверем
хăваласа çит — догнать
хăваласа çӳре — гоняться
Икĕ мулкача хăвалакан пĕрне те тытайман. — посл. За двумя зайцами погонишься — ни одного не поймаешь.
Пĕчĕкçĕ тăванне пысăк тăванĕ хăваласа пырать. (Урапан малтипе кайри кустăрмисем). — загадка За маленьким братцем большой брат гонится. (Передние и задние колеса телеги).
3.
гнать, погонять
торопить
лашана ытлашши ан хăвала — не слишком сильно гони лошадь
ан хăвала, ахаль те васкаса ĕçлетпĕр — не торопи, мы и так работаем вовсю
4.
гнать, вести на большой скорости
выжимать скорость разг.
вăл мотоцикла хытă хăвалать — он сильно гонит мотоцикл
5.
собирать, созывать, сзывать
сгонять
халăха пухăва хăвала — сзывать народ на сходку
6. разг.
подражать кому-л.
тянуться за кем-л.
вăл ашшĕне хăвалать — он подражает отцу
гнать, пригнать, гнаться, преследовать. КВИ. Çӳрет тукмак (волк) кăнтăрла, çӳрет тукмак çĕрĕпе, пырса кĕрет ялалла, çын хăвалать йыттипе. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, х(ă)валаса каçасчĕ кӳл урлă. А.-п. й. 3. Хăвалама тытăнтăмăр. Ib. 39. Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те, нимĕнсĕрех килне тавăрăнса кайрĕ. Ib. 31. Тытăнчĕç хайхисене ĕсĕрлентерсе хăваламашкăн. Ib. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Ib. 34. Пуçланă хăвалама. Хăваласан-хăваласан, аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. 36. Трашка ачисем, икĕ кайăка хăваласа, пĕр кайăк-сăрах килне таврăннă. Ib. 25. Темĕн-темĕн калать вăл, ăçтан хăваласа кăларăн ăна? — тесе калать тет вăл. Ib. 97. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хавалама çав çынна. Ib. 84. Иванĕ аран-аран сумккине хăваласа кĕртрĕ салтакĕсене. Никит. Çав хура пусăрах Сеппер кĕтӳç те, вăрăм чăпăркка тăсса, кĕтӳ хăваласа çӳрет. Иванова. Вара вĕсем мана хăвала пуçларĕç. N. Çил хăваласа çӳрет. Аттиково. Пĕр кĕркунне авăн çапнă вăхăтра, манăн пичче, уя лаша (лошадей) хăвалама кайсан, (т. е. ловить их, пригнать домой) пуç ыратать, тесе килчĕ. ЧС. Чирлĕ çын пулсан, чирне хăваласа кăларатпăр. Г. А. Отрыв. Кантур çурчĕ тума (Ассакассине) халăха пĕрене кӳме хăваланă (погнали). Орау. Эп килелле хăвалап (ухожу). N. Хăвала! Валяй! (т. е. иди). N. Вăл çын хыçĕнчен хытă чупса хăвала пуçланă (погнался). Утăм. Унта йыт çури тухса ман хыççăн хăваларĕ (преследовал меня).— Мана та унта йытă хăваларĕ. N. Ыттисем унăн сăмахне итлерĕç, тет те, тавай хайхи çынна хăвалама. Шинар-п. Унта ăна полицейскисем палланă та, хăвала пуçланă. N. Вăл çулпа пынă чухне ăна хирĕç икĕ кайăка çӳрекен çынсем кашкăр хăваласа пыраççĕ мĕн. || Охотиться. Хурамал. † Хура пусă такăр пулсан, кил хăвалар тилĕ юр çусан. || Шугать. Орау. Лашан хăй çине ларакан шăна-пăвансене хăвалама хӳре пур. ХЬ. Хăвала = хуйхат, шугать. Ib. Такăш хăваласа кайнă тийăн, ăрамра пĕр çын та çук. С.-Устье. Çак охотник çӳресен-çӳресен пĕр кайăк хăваласа ячĕ тет. || Собирать. Николаев. Вăйă хăвалама пĕр çын юлмичченех çак йĕркепе пырать. Чаду-к. Унта вăл упа курнă. Яла килнĕ те, халăх хăвала пуçланă. Çынсем вăрмана карĕç те, упана пирĕн яла хăваласа килчĕç. Сиктер. Каяс кун пĕр кун малтан теçетниксем пĕтĕм яла килĕрен пĕрер пашалу пĕçерме кĕлĕ тума каяссине пĕлтерсе хăвалаççĕ. || О землед. Чĕри юн хăвалать. || Юрк. Тытăнат урам тăрăх икĕ енĕпе те хăваласа пыма (пожар). || СТИК. Тьыха та çав ача пекех амăшнех хăвалат (= амăшне хурат). || Альш. Çулла ĕç çинчех вĕсене ашшĕ-амăшĕсем: пукрава илсе кайăпăр тесе, йăпата-йăпата ача пăхтараç, ăна-кăна ĕçлеттерĕç. Çавна халĕ хăвалаççĕ вĕсем: хăшне çĕнĕ çĕлĕк илмелле, хăшне çĕнĕ явлăк илмелле, хăшне атă, хăшне пушмак туянмалла. Учите детей. Кирек мĕнле çын та çамрăкранпа ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕне курса ӳсет, çавна юратать, çавна хăвалать.
куаларга
Çавăн пекех пăхăр:
хăвай али хăвал хăвал уçлан хăвалăх « хăвала » хăваласа çит хăваласа ирт хăваласа тух хăваласа яр хăвалаттар