I. сущ.
1.
поле, нива
полевой
колхоз хирĕ — колхозное поле
таса хир — незасеянное, чистое поле
хире кай —1) отправиться в поле 2) быть неубранным, остаться в поле (о хлебах)
2.
степь
степной
вăрманлă хир — лесостепь
кăлканлă хир — ковыльная степь
вĕçсĕр-хĕррисĕр хир талккăшĕ — беспредельные степные просторы
хир çынни — степняк, житель степи
◊
çапăçу хирĕ — поле брани
Паттăрсем çапăçу хирĕнче çуралаççĕ. — погов. Герои рождаются на поле брани.
хир качаки — 1) косуля 2) дикая коза
хир кăркки — зоол. дрофа
хир курăкĕ — бот. донник
хир мамăкĕ — диал. вата
хир сĕлли — бот. овсюг
хир сысни — кабан
II. глаг.
1.
приподнимать, поддевать
пĕренене кӳсекпе хир — поддеть бревно рычагом
чула лумпа хир — приподнять камень ломом
хирсе кăлар —
1) вывернуть, выкорчевать
йывăç тункатине хирсе кăлар — выкорчевать пень
2) перен. вытеснить, выгнать, выжить
ăна патакпа та хирсе кăлараймăн — его и палкой не выгонишь
2.
разжимать, раздвигать
чышкине хирсе уç — разжать кулак
3. разг.
валить, ломать, рубить
йывăçсене хирсе тăк — свалить много деревьев
çарана хирсе тăкнă — скосили весь луг
4. разг.
истреблять, губить, косить
ĕлĕк халер халăха хирнĕ — холера раньше косила людей
тырпула пăр хирсе кайнă — град погубил хлеба
5. разг.
ругать, бранить
усал сăмахпа хир — бранить нецензурными словами
ачасене хир — пробирать детей
6. разг.
трубить, вкалывать
(хир), приподнимать рычагом, гнуть, разгибать, выдергивать с корнем. См. хаяр. КС. Тункатана рычакпа хирсе кăларчĕç. Капк. Качака сиксе тухрĕ те, рычак йăтнă хăй, хирет кăна, пичкесене ураран рычакпа яра пуçларĕ. Ала 55. Кĕлетĕн пĕр кĕтессине хирсе йăтрĕç çын кĕмелĕх. Кан. Тимĕр лумпа хирсе 250 хăма кăларчĕç (изо льда). Ib. Эпĕр сан çекрет арчуна шĕшлĕпе хирсе уçрăмăр. Çĕнтерчĕ 35. Малтан хăрах хăлхине эмеле ярĕклĕн яртараççĕ, кайран, ыраттарма пуçласан, çыхса пăрахмасăр, çăварне шĕшлĕпе хирмесĕр ĕç те тухмасть. || Срубать или срывать. Альш. Миккул шĕшкĕ каснă чухне шĕшке хирет кăна. Ib. Ачасем вĕт шĕшкĕсене алăпалан хирчĕç кăна (ломали). Сред. Юм. Такам пахчинчен хирсе тохнă ĕнтĕ кô олмана ăсĕм, хăйсĕн пахча çôк ĕнтĕ кăсĕн. КС. Паян вăрманта пушăта хирнĕ вăсам (много нарубили, без счета). Шинер-п. Пӳртӳм хăмисене пуртăсемпе хирсе тăкрăç. Хурамал. Йывăçа нумай кассассăн, хирсе тăкнă, теççĕ. || Натягивать Изамб. Т. Вĕрен лăнчă пулсан, ăна хиреççĕ (натягивают). Ст. Чек. Хивсене пăрт-йывăççипе хиреççĕ (пăраççĕ). || Вертеть. N. Ан хир. Не верти. || В. Олг. Патакпа хирсе кăлар (выгнать побоями). || Бить, разбиваться. Кама 21. Эсĕ çапла вĕт. Санран сиен тумасăр пулать-и. Сан аллусем çын аллисем пек мар вĕт. Хиретĕн вара чашăк-çăпалана. || Истреблять. Изванк. Таках выльăхсене хирсе пурăнать (мур). Ст. Яха-к. Маçилке каларĕ (погадав): вăт ĕнтĕ вăл чӳк сиксе тухрĕ, анчах сирĕн куçăра те курнат, темĕн, вăл епле сире хăвăра выльăх-чĕрлĕхĕрĕ мĕнпех хирсе тăрат (губит). (Туй тавраш тасаттарни). Ib. Эсĕ выльăх-чĕрлĕхе те хирсе ан тăк, çултан çула хутшăнтарса пыр. Не истребляй скота, но приумножай его с года на год. (Из моленья). Истор. Азияра çавăн чух пĕр Тамерлан ятлă хан пур халăхсене хирсе тухнă. КС. Кăçал мур лашасене хирсе карĕ (истребил). Баран. 110. Е вĕсене чир килсе хирсе тухать, е тата усал çанталăкпа пĕтеççĕ (погибают). N. Мур хирĕшшĕ! || Разрушать. Сĕт-к. Хватлă çомăр çуса Мочкаш çинчи, Выл çинчи армансене йăлт хирсе кайнă (армансем татса кайнă). || Пробирать, бранить. N. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те ачисене тертлентерсе пĕтереççĕ, ĕçсе килсен хиреççĕ анчах. N. Сăмсуна тасатаймастăн, тесе хирет хайхи ачана. N. Тапратрĕ вăл ачасене хирмешкĕн. || Усиленно работать. || Сред. Юм. Эс туса хирен пôль ĕнтĕ тăта, эп тăваймарăм ĕнтĕ... (с иронией. Смысл: где тебе сделать). Ib. Хирет ĕнтĕ ô. Ну уж он сделает! (Говорят иронически о человеке, не могущем сделать). Ib. Эпир пĕрре иксĕмĕр калемпĕре кайрăмăр та ôнпа, хирет вит ôхмах калĕмпĕре, эп ик çых татнă çĕре виçшер, тватшар çых татать. N. Вăкăр пек (вăпăр пек, вупăр пек) хирет. Усиленно работает. Якейк. Вăсам тырра хиреççĕ анчах. Альш. Темĕн чухлĕ хир хирсе пăрахнă (большое количество поля сжали). Ир. сывл. 34. Килех, илех çавуна, хирсе тăках çаранна.
(хир), поле. Хурамал. Хир пек аслă пул, вăрман пек пуян пул. Зап. ВНО. Пĕр айкки хир, тепĕр айкки вăрман. Юрк. Апла пулсан, атя эппин, анне, каллех хире пăрçа вырма, тесе амăшне каллех çĕнĕрен хирелле пăрçа вырма чĕне пуçларĕ, тет. А.-п. й. 45. Йепле курман, курнăччĕ, курнăччĕ, хир тăрăх чăлăш-чалăш чупса йĕр çĕтересшĕн çӳретчĕ,— тет тилĕ. Как не видела, она побежала по полю вкось и вкривь, чтобы следы замести. Ib. 81. Иван пĕрре хире кайса пăхать те, пăрçа лайăх шăтнине кура, килне çав тери хавасланса таврăнать. N. Хирте апат тутлă, теççĕ. N. Хирте çара çатма ларать. N. Хир-хир тулли тырă-пулă пултăр пит нумай. N. † Шурта шапа макăрать, хирте çĕлен шăхăрать. Мертлĕ ялĕн хирĕнче ама тăрна кăшкăрать, Елшел ялĕн хирĕнче аçа тăрна кăшкăрать. Икĕшин сасси пĕр килет, çав сасăпа килтĕмĕр. N. Хир — уй. || Степь. Пшкрт., Шорк., Чураль-к. Хир-хир урлă каçрăм, хир-хир ути татрăм. Янтик. Пирĕн аппа-йысна хир-хир урлă, кам куракантан салам ярсамăр. Ст. Чек. Упа каçман вăрман урлă, кайăк каçман хир урлă эпир каçса килсеттĕмĕр. ÇМ. Тăлăх хирте каç пулса килет.
край, берег. ЧП. Икĕ çырма юппи тӳрĕ пулĕ, унăн икĕ хирĕ те пĕр пулĕ.
кыр
1. «поддевать», «приподнимать рычагом, ломом»; 2. «разжимать»; 3. «истреблять», «уничтожать много»; мур хирешшĕ! «чтоб тебя мор поразил!» тефс. XII-XIII вв. кыр «уничтожать»; уйг., узб. кир, кирг., казах., ног., тат., башк., тув., якут. кыр, азерб., туркм. гыр «избивать», «истреблять», «уничтожать», «убивать много».
1. «поле», «степь»; пуш хир «пустыня»; çеçен хир «степь»; чаг. кырыг «пустыня» (Радлов); тат., башк., кумык., ног. кыр, алт. В кыра, кра «пахотное поле»;» тур. кыр «поле», «степь», «равнина»; бозкыр «степь»; кирг. кыр, узб. кир «возвышенность», «холмистая степь»; казах. кыр «степь», «слегка возвышенная местность с пастбищами, посевными угодьями»; ср. монг. хээр «открытое поле», «степь, покрытая травой», «необжитые, девственные места».
уй. Çеçен хирте (уйра) тĕрлĕ тырă, çаранлăхра тĕрлĕ курăк, вăрмансенче тĕрлĕ йывăç ӳсет <…> [Хыпар 1906, № 4:59]; Этемĕн çамрăк чухнехи вăхăчĕ çур куннехи вăхăт пек: çур кунне хире (уя) тырă акнă пек этемĕн те çамрăк чухне хăй ăшне тырă акас пулать <…> [Наставление 1893:18].
Çавăн пекех пăхăр:
хиновник хип хип-хитре хиппи « хир » хир çăмхи хир акăшĕ хир ашакĕ хир вăкăри хир вути