Шырав: хирĕл

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
валиться, падать
Хĕçĕ касса пырать, çарĕ хирĕлсе пырать. (Утă çулни). — загадка Меч все сечет, а войско падает. (Сенокошение).
2. разг.
падать, дохнуть, мереть (о скоте)
3.
скандалить, ругаться, браниться
сăлтавсăр хирĕл — скандалить без причины
вăл хирĕлет кăна — он ругается вовсю

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(хирэ̆л), валиться, падать. Трхбл. Собр. Çĕлен чăмса пырать, çарĕ хирĕлсе пырать. (Утă çулни). N. Хĕçĕ касса пырать, çарĕ хирĕлсе юлать. (Утă çулни). Т. II. Загадки. Çăрттан чăмах пырать, çарĕ хирĕлсе юлать. (Утă çулни). Собр. Çарттан сиксе пырать, çарĕ хирĕлсе пырать. (Утă çăлни). N. Уртемейĕ урăлса выртать, ачисем хирĕлсе выртаççĕ. (Мачча). || В переносн. смысле. Ачач 32. Нумай та иртмест, йăнăшса ахлатни, усал сăмахсемпе вăрçа-вăрçа ылханни çын ăшĕнчен асаплăн хирĕлсе тухать. || Усиленно работать (в пол. ном разгаре). Якейк. Хирĕлсе тыр выраççĕ; тыр вырса хирĕлеççĕ анчах (жатва в полном разгаре). N. Ĕлĕк çапла калатчĕç: Спас çитсен тырра хирĕлсех акаççĕ, тетчĕç. || Вымирать. Орау. Выльăхсем хирĕлеççĕ тесе калаçаççĕ Хирпуçĕнче (вилеççĕ). || Скандалить, ругаться, браниться, остервенеть. Ерех 9. Килне таврăнсан, вăрçма, хирĕлме тытăнать. || СТИК. Паян тем хирĕлсе илчĕ-ха вăл пĕр ушкăн. Сегодня он немножко выходил из себя. Сред. Юм. Эп ним те туман ôна та, çапах манпа пĕрмай хирĕлсе çурет-çке-ха ô. СПВВ. ФИ. Хирĕлни, луш вăрçă шыраса çӳрекен çын, пĕр чарăнмасăр вăрçса пурăнакан çын. КС. Паян халăх çинче хытă хирĕлчĕ вăл (ругался). N. Кинĕ, çавна курсан, пит хирĕле пуçланă, ватă çынна тем каласа вăрçса пĕтернĕ. Хурамал. Тем хирĕлчĕç кĕçĕр йытсем! (неизвестно чему). Ib. Йытсем кĕçĕр (иртнĕ çĕр) хирĕлчĕç (ял йытти пурте вĕрчĕ). Ib. Çынсем çапăçнă чухне калаççĕ: хирĕлеççĕ, теççĕ (пĕри пĕр çĕрте йăванса каять, тепри тепĕр çĕрте йăванса каять). || Задерживаться. Ст. Яха-к. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман, анчах сирĕн килĕш-чиккине пĕр чӳке тасатманнинченех хирĕлсе тăрать. (Туй таврашĕ тасаттарни). || Упрямиться. Альш. Тем хирĕлет ĕнтĕ вăл, теççĕ (упрямится).

Çавăн пекех пăхăр:

хирĕçӳ хирĕçӳлĕх хирĕçӳлĕхсĕр хирĕçӳллĕ « хирĕл » хирĕлтер хирĕлчĕк хирĕн хирĕнтер хирĕнчĕк

хирĕл
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150