1.
ломаться, надламываться, переламываться
алă хуçăлни — перелом руки
хуçăлса ан — обломиться, отломиться
хуçăлса ӳк — обломиться, отломиться
хуçăлса кай — сломаться, переломиться
хуçăлса пĕт — переломиться, разломиться (во многих местах)
Пуслăх хуçăлсан çĕнĕ тăвăн, туслăх татăлсан мĕн тăвăн? — погов. Взамен сломанной притужины будет новая, а взамен конченной дружбы — ничего.
2. перен.
надорваться
йывăр ĕçпе хуçăл — надорваться от тяжелой работы
3. перен.
горевать
надрываться разг.
ан хуçăл-ха ун пекех — не надрывайся так (сильно)
4. диал.
падать, снижаться (о ценах)
◊
кăмăл хуçăлчĕ — я расстроился
ломаться. N. Анне алли хуçăлнине пĕлтĕм. А.-п. й. 63. Ман çунаттăм хуçăлчĕ, çавăнпа эп вĕçейместĕп,— тет кайăк. Ib. 33. Сиккелесе пырать кайăк хуçăлнă çунатне тăратса. Ib. ЗЗ. Иккĕшин те (качака такисен) мăйракисем хуçăлса ӳкнĕ, хăйсем аран-аран кăна пашкаса выртаççĕ. Ib. 111. Упа хăпарса ларсанах, урапа турти хуçăлчĕ кайрĕ. N. Йывăç хуçăлса аннă пек хуçăлса антăр. Орау. Ку ламппăн правулккисем хуçăлса пĕтнĕ. Сред. Юм. Пилĕк хуçăлать-и мĕн, ытла пĕрте пĕкшĕнейместĕн. (Говорят, если человек с трудом наклоняется). Оп. ис. ч. II. Туя тăрри тумхах çул, алăри туям хуçăлах карĕ, хамăн ура тупань шăтах карĕ. Трость, бывшая у меня в руке, вдруг переломилась, и я наткнул себе подошву ноги на острых кочках дороги. КВИ. Тăпра çине çавăнтах кайрĕ этем йăванса, ăнĕ тухса кайнипе ури анчĕ хуçăлса. Сред. Юм. Ай, пĕрмай кĕрешсе çӳренĕшĕн алли хуçăлмаччĕ = алли хуçăлтăрччĕ тени полать. Юрк. Ылттăнтан алка авăнмас, мамăкран тӳшек хуçăлмас. || Износиться. СТИК. Атă чис масаран карĕ, кунчи пĕркеленсе хуçăлса анчĕ, кĕли пĕтрĕ (о сапогах). || Разоряться. || Падать (о цене). Орау. Хак хуçăлчĕ. Цена упала. || Пропасть. Çĕнтерчĕ 59. Пурнăç шанчăкĕ хуçăлчĕ. Кан. Враг. Çип пек çинче пĕвĕм, айван ăсăм, хуçăлачкĕ (= хуçăлать-çке) çичĕ ют аллинче. || Огорчаться, расстроиться. Пазух. † Сантан йывăр сăмах ай илтсессĕн, манăн çемçе кăмăл та хуçăлать. Янтик. Хула енчен çил вĕрет, хурăн туратне хуçасшăн. Хурăн турачĕ хуçăлмарĕ, аттепе анне кăмăлĕ хуçăлчĕ. N. Петĕр çавăнта анчах хăйĕн хуйхипе хуçăлса пĕтнĕ чунне лăплантарса пурăннă. Капк. Вăл вара, кăмăлĕ хуçăлнипе, чире ернĕ. || Переживать (горе). N. Ухванеçе вĕсем йĕрсе хуçăлнине итлеме пит йывăр пулнă.
Çавăн пекех пăхăр:
хуç хуçăк хуçăкçăм хуçăклă « хуçăл » хуçăн хуçа Хуçа çуль çыранă хуçалăх хуçалан