Шырав: хупах

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.
лопух, репейник, репей
репейный
сарлака хупах — широкий лопух
хупах çулçи — лист лопуха

шапа хупаххи — иван-да-марья
шуйттан хупаххидиал. папоротник
шыв (ама) хупаххи — мать-и-мачеха
II.
кабак, корчма
кабацкий
хупах хуçи — кабатчик
Кам харсăр сын — вăрманта, кам аскăн сын — хупахра. — посл. Трудяга — в лесу, а пропойца — в кабаке.
III.
то же, что хупанкă 2, 3.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хопах, оболочка зерен. Якейк. Сĕлĕ почахне алла илсе йăваласан, каран вĕçтерсен хопаххи вĕçсе каять, чăшши тăрса йолать. Çав сĕлĕ хопаххине авăн аштарнă чох авра, теççĕ,
хопах, назв. растения, лопух. Анненков. Хопах, от слова хопă, лубок, т. е. трава с большими листьями, похожими на лубок. N. † Ах, пиччеçĕм, мĕн тăвас? Пирĕн инке пуласси те купăста касма кайсассăн хупах хуçса килнĕ, тет. Тюрл. Хопах, лопух. Ib. Хопах аври, стебель его. Ib. Хопах çӳлчи, листья его. Пазух. † Хухă çулçи хупах пек. N. Çатан çумĕнчи вĕт хупах, вĕт хупахра вĕт пиçен. || Репейник. Рак., Кайсар. N. Хупах = куршанкă, Якейк. Хопах = коршанкă.
кабак. N. Эпир ун чухне хупахра лараттăмăр (держали кабак). Ст. Ганьк. Ялти ватăсем хупахра, çийĕнчи тумтирри саклатра. Ачач. 73. Ытти юлташĕсем хупахалла чĕнсен те, кусем вĕсенчен айăккалла пăрăннă. Бреняш. учит. Хупах ене çавăрăнсан, ким яракан хуçа та саланать. N. Çавăн чух вара вĕсем усал çулпа, хупах çулĕпе çӳреме тытăнчĕç, мĕн пур япалана унта йăтма вĕренчĕç. || Трактир. N. Чăн малтан вăл ăна хупахра ытти çынсемпе пĕрле ĕçсе-çисе ларнă чухне тĕл пулнă.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

әрекмән

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

куç хупаххи «веко»; МК кабак, АФТ, кирг., казах., к. калп., ног., тат., башк. кабак, азерб., туркм. габак, уйг. капак (кӧз капиги), узб. ковок «веко». От глагола: чув. хуп, тур. капа, азерб. гапа «закрывать».
«лопух»; уйг. кава, башк., тат., ног. кабан «тыква»; казах., к. калп. ас кабак, узб. ковок, ош ковок, азерб. габаг, тур. кабак «тыква»; «кабачок»; тат. алы кавак диал. «лопух»; ас «пища» («съедобный»).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

эрех лавкки. Хăш-хăш ялта çĕр ĕçлекенсем хупах (эрех лавкки) кирлĕ мар тесе приговорсем туни пулнă [Игнатьев 1906:5]
ĕçкĕ. Ĕçлекенсен шухăшĕсем хупах çинче (ĕçкĕ çинче) ан пулччăр тесе вĕсем валли пушă вăхăта ăса кĕрсе, савăнса ирттермелли вырăнсем тăваççĕ [Сборник 1903:70].

Çавăн пекех пăхăр:

хупанка хупар хупарт хупартлу « хупах » Хупах çырми хупах алă-шăллийĕ хупах вырăнĕ хупах кĕпçи хупах курăкĕ

хупах
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150