Шырав: хуш

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I. уст.

1.
добро
благополучие, благоденствие
хуш кур — благоденствовать
2.
богатство
II. глаг.

1.
требовать, приказывать
велеть, поручать, наказывать
(что-л. сделать)
тухтăр хушнипе — по предписанию доктора
хушса хăварни — 1) завещание 2) наказ
хушакан орган — распорядительный орган
сире унта кайма кам хушнă? — кто велел вам туда идти?
хушса яр — дать наказ, послать с поручением
2.
назначать, направлять
ĕçе хуш — назначить на работу
хурала хуш — назначить в караул
бригадир пурне те ĕç хушса тухрĕ — бригадир дал всем наряд на работу
3.
позволять, дозволять, разрешать
кунта табак туртма хушмаççĕ — здесь курить не разрешается
II. глаг.

1.
прибавлять, добавлять
присоединять

икĕ тенкĕ хуш — добавить два рубля
лашасене апат хушса пар — прибавить корму лошадям
хушса кала — добавить, прибавить к сказанному
хушса ак — подсеять (дополнительно)
хушса çых — надвязать
машинăна хушса тие — догрузить машину
2.
прибавлять, увеличивать
ĕç укçи хуш — прибавить зарплату
хак хуш — прибавить цену
уттуна хуш! — прибавь шагу!, шире шаг!
ӳт хуш — прибавить в весе, поправиться
ĕне сĕт хушнă — корова прибавила молока
çывăрни вăй хушрĕ — сон прибавил сил
хушса пани — 1) надбавка 2) приложение
3.
преувеличивать
вăл питĕ хушса калать — он сильно преувеличивает
4.
ревновать к кому-л.
çын çумне хуш — ревновать к кому-л.
5. мат.
складывать, прибавлять
виççĕ çумне виççĕ хуш — к трем прибавить три
вуншарлă ваксене хушасси — сложение десятичных дробей

сăмах хуш — произнести, молвить слово
çунат хуш — окрыляться, воодушевляться
чечче хушмед. прививать оспу

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хош, то же, что хушă, шалаш. КС. Тюрл. Хош, шалаш. Собр. Хумăш касрăм хуш турăм, хушăк юлмин юрĕччĕ. Сред. Юм. 1) Утă çăлма кайсан, хăйсĕне пôрнма хôш тăваççĕ; 2) пахчана хôрал тăнă чôх тохса выртма хăма витсе вырăн тăваççĕ, çавна хôш теççĕ.
то же, что хушăк, щель, трещина. ЧП. Шур хăваран пĕкĕ автартăм, хĕвелпе хуш тухмин лайăхчĕ.
добро, благодать. Собр, Тĕпĕр-тĕпĕр ут килет, икĕ аякки хуш килет.
хотя, положим что... Изамб. Т. Сĕлĕ пирте сахал акаççĕ те, хуш ул та вун пиллĕкрен ытла лармасть. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. Ib. Ун чухне хуш тырри те пулман та.
хош, велеть, повелевать, приказывать. А.-п. й. 89. Унтан хăйĕн тарçине çапла хушрĕ хăтăрса. Ib. 81. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хăвалама çав çынна. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашасене чарма хушать. Ib. 90. Тарçă тухать урама, кĕме хушать Сахара. Чăв. й. пур. 7°. Вăл хушмасăр çырман. Он писал не по личному усмотрению, а по приказанию. Юрк. Мана ĕнтĕ çын килсе хушас, вĕрентекен тетем çук. Ib. Мĕншĕн тухса каймастăн? Кай! Эпĕ сана киле кайма хушрăм, чармастăп, кай! — тет. Шорк. Эпĕ она вăрмана вотă патне кайма хошрăм. Я велел ему ехать в лес за дровами. N. Сирĕн унта ĕçе хушса тăраканни кам? (распорядитель). СЧЧ. Вăя (отец) вара çемьесене (нашей семье) пĕрне те чӳк тума хушми пулчĕ (стал не велеть). || Поручать, наказывать (что-нибудь сделать): Тораево. Пурне те ĕç хушса пĕтерчĕ тет (надавал поручений, работы). N. Çынна хушас ĕçе хам тăваттăм. Чубаево. Çавăнпа эпĕ аттепе анне мана ĕç тума хушмассерен, эпĕ çапла калаттăм: эсир мана хут вĕренме ярсан, эпĕ тума хушнă ĕçсене хавасланса тăвăттăм, теттĕм. N. Эпĕ сире йăвăр ĕç хушам. А.-п. й. 38. Сана йăвăр ĕçех хушмастăп. || Просить, приглашать, предлагать. N. Аннене яшка пĕçерме хушрăм. Альш. Пĕрре пупсем çӳреççĕ те, кусем патне кĕреççĕ, тет. Ку ача пупсене ларма хушат, тет. N. Тăвансене хушма та аптăранă ĕнтĕ (эпĕ). || Советовать. А.-п. й. 103. Чухăн сутьесем патне каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк отправился к судьям и сделал так, как советовала дочь. Ib. 104. Чухăн каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк пошел к судьям и поступил по совету дочери. N. Пирĕн Иван авланас тет. Эсĕ мĕн хушатăн? || Назначать. Орау. Ăна кĕçĕр хурала хушрĕç (в караул назначили). || Роить. Альш. Çӳлĕ тусем çинче çуртсем пур, вуникĕ те вĕлле хуртсем пур. Çуллен çур хушмантан ӳпкем пур. || Прибавлять. Собр. Тухсам, тухсам, Ухаххи, çур çула çитсессĕн çунат хушса вĕçтерес. Кан. Ĕне начар, ӳт хушмасть. N. Иккĕшĕ те чăрсăрланса вăй хушаççĕ пĕрмай. Микушк. Шав-шав вăрман, шав вăрман, мĕшĕн шавлать çав вăрман? Турат çумне турат хушасшĕн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕшĕн шавлать çав халăх? Чун çумне чун хушасшĕн (старается поддерживать свой род). Лашм. Кĕр каять те çур килет (хура чĕкеç), шур курница çумне çурт хушать; эпир кĕр каяс çук, çур килес çук, атте-анне çуртне хушас çук. Бес. чув. 23. Христоса ĕненекенсем ăна хăйсем шухăшласа кăларса Евангелиене хушса çырнă тенине те илтнĕ эпĕ. || Преувеличивать. Орау. Чăннине калаçать тесе ĕненмелли çук ăна, вăл пĕр сăмах çумне çĕр сăмах хушса калаçать. КС. Хошса кала, преувеличивать, прибавлять. || Приписывать. Янтик. Лаша вăррине, Иван, сана хушаççĕ. Кражу лошади, Иван, приписывают тебе. Сред. Юм. Мана вăрланă тесе хôшаççĕ, еп-ха патне те пыман. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса (приписывая неблагопристойное деяние какое-либо), е шуйттан тесе кӳрентермерĕн-и? N. Хăшĕ тата хăйсене пĕр-пĕр ушкăн çумне хушса, кама тĕл пулнă ăна ятласа çӳреççĕ. || Ревновать. N. Арăмне çын çомне хошать. N. Ехрем арăмне Ваçук çумне хушать. || Позволять. Юрк. Ачасене эрех ĕçме хушмаççĕ. Шел. II. 67. Хăй патĕнчех выртма хушрĕ. Пустил на ночлег к себе. || Произносить, сказать. С. Айб. Савнă тусăм пырать çулпала, çитсе сăмах хушса пулмарĕ. N. Сăмах хушайми пулнă. См. турткалаш. Сред. Юм. Эп онпа пĕр сăмах та хошман. Я с ним ни слова не говорвл. N. Патша мĕн ыйтсан та, вăл аран-аран, ирĕксĕр пĕрер сăмах хушса пынă (произносил, говорил). N. Куçма пуçне суллакаласа ăна тепĕр хут сăмах çумне сăмах хушса каласа парать. Юрк. Старикки çапла сăмах хушсан, ку часрах кушиле çине улăхса та ларат. НР. † Чун савнине курасчĕ, хушаясчĕ виç сăмах. Милого увидать бы, сказать бы ему три словечка. А.-п. й. 6З. Утах малалла. Эпĕ пули-пулми япала мар, сан пеккисемпе сăмах та хушмастăп,— тет йăмри мухтанса. || Примешивать. О сохр. зд. Çав çусене вара пăрçа, çăнăх, купăста пеккисем çине хушаççĕ. || Сложить (в арифметике). N. Кам виçĕ пус хошакан пор? N. Хушса, катса, хутласа, уйăрса (валеçсе), тата шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума вĕрентнĕ. || Заменить. N. Пӳрте пĕрене хуш. || Прививать. Чув. календ. 1910. Çĕр çул ĕлĕкрех Европара чечче хушма тытăннă та, çав чиртен çынсене хăтара пуçланă. || Дозволить. Альш. Вунă çула çитсессĕн, пире ĕçе хушнă-тăр, вуник çула çитсессĕн, вăйя-кулла хушнă-тăр. Трхбл. Вуник çула çитсессĕн пире вăйя хушнă-тăр. Хурамал. Кунтан малашне чӳк тума мана турă ан хуштăр.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

кушарга (добавлять)
кушарга (велеть)

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[ĥuŝ]
ordoni (ordonu), komisii (komisiu), aldoni (aldonu), aligi (aligu)
ĕç хуш — taskigi, laborigi
тухтăр хушнипе —laŭ la rekomendo de la kuracisto
хушса кала — aldoni
хушса пани — aldonaĵo
хушамат — familia nomo
хушăм — aldonaĵo, suplemento, kunsendaĵo
хушăмлă — aldona
хушăн — aldoniĝi, pligrandiĝi
хушăнтар — aligi, pligrandigi
хушма — aldona, helpa
хушма хаклăх — kromprezo
хушмач — kojno, lato
хушу — ordono, ukazo, dekreto
хушуллă — postulema, ordonema
[ĥuŝ/ĥuĵ(o)]
periodo; interspaco, distanco
ку хушăра — en tiu ĉi tempo(daŭro)
кĕске хушăра — en mallonga periodo
темиçе метр хушши — kelkmetra interspaco
хушша, хушшине — en, dum, inter
вăрман хушшипе пыр — iri tra la arbaro
хушăра, хушшинче — en, inter, meze de, ĉe
сĕтел хушшинче — лар sidi ĉe tablo
пирĕн хушăра — inter ni

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«добро», «благодать»; xyш курса пурăнать «благоденствует»; МНХ, уйг. хош «радостный», «весёлый», «приятный», «милый»; «довольный»; кирг. кош «здоровый», «в хорошем состоянии»; «счастливый»; тат. хуш: хут ис «приятный запах», «благоухание»; башк. хуш «хороший»; хуш еç «приятный запах»; хуш кӳр «быть довольным», «чувствовать удовлетворение». Из перс. (хош) «приятный», «весёлый», «радостный», «милый».
«велеть», «поручать»; тат., башк. куш «велеть», «приказывать», «поручать».
«прибавлять», «добавлять», «присоединять»; «смешать»; «молвить (слово)»; тат., башк. куш, узб. куш, туркм. гош «присоединять», «приставлять», «прикладывать», «складывать», «сливать», «примешивать»; уйг. кош «соединять», «складывать», «суммировать»; «запрягать»; казах., к. калп. кос, карач., кумык. кош, хак. хос «прибавлять», «добавлять», «смешивать», «присоединять».

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

вĕрент. Вилнĕ тăванăмăрсемшĕн эпир акă мĕшĕн кĕл тăватпăр, ак мĕшĕн вĕсемшĕн мĕскĕнсене кăмăл туса пулăшатпăр: çапла тума пире чăн тĕн таса чиркӳвĕ (вĕрентет) хушать <…> [Объяснительные 1903:76].

Çавăн пекех пăхăр:

хучавлă Хучев Хучсан хуччăн « хуш » хуш ĕнтĕ хуш кур Хуш-има хушă хушăк

хуш
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
3 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150