понуд. от хыв
(хывдар), понуд. ф. от гл. хыв. Юрк. Кăçал çĕлетнĕ сарă кĕрĕкме хывтарас çукчĕ шухăшăмра. N. Юпасăр кĕпер хывтартăм. (Пăр шăнни). N. Пăхăртан çĕлен кĕлетки хывтар. Собр. † Кĕмĕл çĕрĕ хывтарар-и ялан таса кĕмĕл укçаран. Батыр. † Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, сылтăм алла тăхăнтăм. Сиктер. Ашшĕ тимĕрçе тимĕр чупмар хывтарнă. N. Хурçăран хачă хывтартăм, хура пустав тăрăх касмашкăн. Чăв.-к. Вакă-тĕвек тимĕртен платник пурти хывтартăм: çичĕ ютпа тавлашма хурçă чĕлхе хывтартăм. N. Пурта хурăç хывтартăм. N. Тата хайхи хамăр уйрăлнă çул сĕлĕ вăрлăхĕ пачĕçĕ; вăл сĕле хамăр илменччĕ, пăяхам илнине 7 пăт хывтарчĕçĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
хывăх шăтăк хывăхлă хывăхсăр хывлăх « хывтар » хый хый-çути хый-йӳççи хый-чăки хый-чăки тимĕрĕ