1.
желудок
живот
брюхо прост.
желудочный
брюшной
хырăм çурхахĕ — брюшина
хырăм хăвăлĕ — брюшная полость
хырăм выçрĕ — я проголодался
манăн хырăм тăранчĕ — я наелся
Уй урлă каçсан хырăм выçать. — погов. Поле пройдешь — почувствуешь голод.
Алăсăр, урасăр, хырăмпа шăвать. (Кимĕ). — загадка Без рук без ног, на брюхе ползет. (Лодка).
2.
плод, зародыш
хырăм пур хĕрарăм — беременная женщина
хырăм пăрахни — выкидыш
хырăм пăрахтарни — искусственный аборт
хырăм юлни — зачатие
(хыры̆м), желудок. М. Тув. † Кăпшакланнă çарăкĕ кам хырăмне кĕрĕ-ши? Çакă Тени хĕрĕсем кам арăмĕ пулĕç-ши? А.-п. й. 30. Ах хырăм выçса кайрĕ! Мĕн çиес? — тесе кăшкăрса ярать. ЧС. Пирĕнсем вара, вĕсенĕн хырăмĕсем выçнă пулĕ тесе, çиме лартрĕç. Якейк. А! хырăм выçри? Ага! проголодался. N. Хырăм выçрĕ, апат çиесчĕ. Курм. Ати хырăм выççĕр, тет поль, кĕрпе шӳрпи пĕçерсе парас-и? Дик. леб 34. Вăл улма çисе хырăм выççине пусарнă. КС. Нихçан та хырăм выçса çиман пулĕ (не знал, поди, никогда голода). Изамб. Т. Чей хырăма тăрантакан япала мар-çке те. А.-п. й. 81. Хырăм выçать, мĕн çиес? — тесе кăшкăрса ярать. || Живот, брюхо. А.-п. й. 50. Кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Кашкăрăн хырăмĕ чутах çурăлса каймасть. И изо всей силы ткнул волка. Едва-едва не распорол живот у него. Орау. Кĕç хырăмĕ çурлас пек çӳрет (о толстом). А.-п. й. 33. Упа хырăмĕ лашт çурăлса кайрĕ. Сет-к. Хырăмпа пыршăн (буквально: из-за брюха и глотки, т. е. из-за еды и питья). Б. Ильм. Хырăм тирне (тирриие) сарасси хуçаран. Растягивание кожи брюха (материал для расстягивания — харч работнику). Скотолеч. 35. Хăлхисем, куç тавăрашĕсем, хырăмĕсем хĕрелсе каяççĕ. N. † Çĕлĕкне илме пĕшкĕнсен сăмси çĕре тивет-çке, хырăмĕ урай шăлать-çке. Баран. 23. Пĕр сысна ватă юман айĕнче тăраниччен, хырăмĕ урлă кайиччен (до отвала) икел çинĕ. А.-п. й. 39. Хырăмĕ панк пуличченех ĕçсе тултарчĕ. Орау. Якейк. Ача хырăма карĕ (стал расти живот, т. е. в рост не идет). Мыслец. Хырăм çурăлтăр! Утроба лопни. Сред. Юм. Хырăмне макăртнă, беременна. || Пузо. Оп. ис. ч. II. Акă пысăк хырăмна патакпа тĕртсе шăтарăпăр. Вот мы проткнем тебе толстое пузо палкой. Сред. Юм. Хырăмне мăкăртнă, пузо вырастил. || Внутренности. Оп. ис. ч. II. Упи вăраннă çĕрĕ тилли кашкăра çисе тăрат, тет. Упи тилĕрен: мĕн çиетĕн? — тесе ыйтрĕ, тет. Тилли: хам хырăма хам татса илсе çиетĕп, терĕ, тет. Ăна кура упи те хырăмне тата-тата çие пуçларĕ, тет те, виле кайрĕ, тет. Когда медведь проснулся, лиса ела волка. Медведь спросил у нее: „Что ты ешь?“. Лиса ответила: „Рву свои внутренности и ем их“. Смотря на нее, и медведь стал отрывать у себя внутренности и есть их, и тут же издох. || Кишки. Б. Олг. Этемĕн хырăм, кишка, выльăхăн хырăмлăх. || В перен. смысле. N. Хырăм хакне, за еду (получая вместо платы еду). Б. Яныши. Кĕркунне те çаплах эпĕ хĕç тирме хырăм ĕçлеме каяттăмччĕ. || Плод (у беременных). Чхĕйп. Вăлсам хырăм пур чух (во время беременности) мĕле килчĕ, çапла пурăннă; çавăнпа хырăм пур арăмсам мĕле пурăннине калама та пĕлес çук. N. Йывăр çын хырăмне 9 уйăх йăтса çӳрет. Орау. Унăн хырăмĕ ӳкнĕ (выкидыш в раннем периоде). N. Хырăм юлнă. Ст. Чек. Хырăмĕ урлă килтĕр. Альш. Унăн арăмĕ хырăмĕсене ялан пăрахса пырать. Ib. Пуш хырăмлă чухне, когда не было в утробе. Ib. Пĕр-ик-виç хырăм та йăтса пăхрăм ĕнтĕ эпĕ. Была 2-З раза беременна. Ib. Ку хырăмпа çăмăл ирттертĕм эпĕ, леш хырăмпа йывăр пулнăччĕ. ГТТ. Юлашки уйăх, хырăм тыттарса пăхтарас; юлашки кунсем çӳретĕп, вăхăт çитет те-ха (говорит беременная женшина). || Ст. Чек. Ан шарла ĕнтĕ, хырăм! (выражает презрение).
карын, корсак
[hyrom]
ventro, stomako
хырăм выçрĕ — mi estas malsata (mia ventro estas malsata)
хырăм ыратать — la ventro doloras
хырăмлан — gravediĝi
хырăмлă — ventrohava (pro diversaj kaŭzoj)
graveda
хырăмлăх — stomako
«желудок», «живот», «чрево», «утроба»; др. тюрк., КБ карын, кирг., казах., к. калп., ног., алт. В, тур., кумык., тат., башк. карын, уйг. керин, узб. корин, азерб., туркм. гарын, тув. хырын, хак. харын, якут. харың («рубец») «живот», «чрево», «утроба»; ср. монг. харвин «подбрюшный жир». а. М. Щербак производит от кары «загребать» (Грамм, очерк языка тюрк. текстов X—XIII вв. М.-Л., 1961, стр. 108) (?).
Çавăн пекех пăхăр:
хырăç-марăç хырăлă Хырăлă вар хырăлăх « хырăм » хырăм çĕкле хырăм йăт хырăм пăрахнă хырăм пăрахтар хырăм тăрантар